Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Вăрçăн асаплă çулĕсем асрах

Чăнкассинче пурăнакан Валентина Яковлевна САПОЖНИКОВА çак ялтах 1922 çулхи нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. 7 класлă шкул пĕтернĕ хыççăн ăна вырăнти М.Калинин ячĕллĕ колхоз правленийĕ Тĕрлемесри бухгалтер курсне вĕренме янă. Тепĕр ултă уйăхран 15 çулхи хĕрача хуçалăхра бухгалтер пулса ĕçлеме пуçланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан В.Сапожниковăна та, бухгалтер ĕçне тунине пăхмасăр, Тĕрлемес патне окоп чавма час-часах илсе кайнă. Хĕрарăмсемпе хĕрсем кĕреçесемпе тата пуртăсемпех хытă шăннă çĕре тĕпретсе чавнă. Вĕсен 40 градус ытла сивĕре те ĕçлеме лекнĕ. Вĕри апат пулман. Тепĕр чух икĕ-виçĕ татăк çĕрулми хушса пĕçернĕ çăкăрпах çырлахнă. Ĕç дисциплинине пăсакансене тỹрех тĕрмене ăсатнă. Кам мĕнле ĕçленине теçетниксем сăнасах тăнă. В. Сапожникова салтакран аманса таврăннă Сергей Егоровича качча тухнă. Мăшăр пилĕк ача çуратса пăхса ỹстернĕ. Нумай ача амăшĕ 50 çула çитсен тивĕçлĕ канăва тухнă. Колхоз бухгалтерĕнче вара вăл 21 çул ĕçленĕ. 2002-мĕш çулта Валентина Яковлевнăна "Ĕç ветеранĕ" медальпе чысланă. Çавăн пекех вăл тыл ĕçченĕ тата салтак арăмĕ шутланать. В.Сапожниковăн упăшки - Сергей Егорович - 2002-мĕш çулта вилнĕ. Вăл вăрçăра хăюллăн çапăçнă, нумай орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Валентина Яковлевнăн хăйĕн те юбилей медалĕсем нумай. Унăн ачисем халĕ тĕрлĕ хуласенче тĕпленнĕ. Хăй вара ялта пĕчченех кăштăртаткаласа пурăнать. Ачисемпе мăнукĕсем яла пырсах çỹреççĕ, хуçалăхри пысăкрах ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Кăçал тыл тата ĕç ветеранĕ 93 çул тултарчĕ. Çапах та ĕçсĕр лармасть вăл, алă ĕçĕ тăвать, чăлха-нуски çыхать. Пахчара та ĕçлет. - Халĕ пурнăç лайăх, - тет Валентина Яковлевна. - Пире, ватăсене, патшалăх манса каймасть. Кашни уйăхрах пенси илетпĕр. Урăх вăрçă çеç ан пултăр. Эпир курнине çамрăксем ан курччăр. Ара, вĕсен телейĕшĕн тăрăшнă-çке эпир ырми-канми ĕçлесе. А.КОЛЬЦОВ.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
429570, Чувашская Республика, г. Мариинский Посад, ул.Советская,1
Телефон: 8(83542)2-11-81
http://marpress.cap.ru/default.aspx