Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Хисепе тивĕçлĕ ветеран

Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи кашни ялтах, çав шутра район центрĕнче те, пысăк хисепе тивĕç, ыттисемшĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче шутланакан çынсем сахал мар пурăнаççĕ. Ун пеккисем уйрăмах аслă ăрурисем хушшинче нумай. "Хисепе валеçмеççĕ, ăна укçапа та илме çук. Хисеплине çын курать , хирĕç пулсан пуç таять", - тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Ку чăннипех çапла ĕнтĕ. Акă, Шуршăл ялĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ, "Раççей çутĕç отличникĕ" ятне тивĕçнĕ, Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕн тăлăх арăмĕ Ефросиния Даниловна Данилова шăпах чи хисеплисен шутне кĕрет. Кăçалхи пуш (март) уйăхĕн 7-мĕшĕнче вăл 93 çул тултарнă. Çапла çак вăрăм пурнăç каçалăкне вăл чăннипех те йĕркеллĕ те пултаруллă, умри йывăрлăхсене парăнмасăр, çỹллĕ шайра, ĕçре те, çемьере те, ял-йышра та ыттисемшĕн яланах ырă тĕслĕх кăтартса утса тухнă, малашне те çак тĕллевпех пурăнать. Ялти аслă ăрури çынсенчен Е.Данилова чи ватти шутланать. Анчах та, çулĕсем пур пулин те, питĕ интереслĕ те кăмăла каймалла калаçма пултарать çак хисеплĕ ветеран. Ăна ниепле те вуннăмĕш теçеткене ярса пуснă çын тесе калаймăн. Курăнасса та хăй çулĕсенчен чылай çамрăкрах курăнать, çỹрессе те вăрт-варт çỹрет, пысăк тавракурăмлăхĕпе, ăстăнĕпе тепĕр çамрăкран та ирттерет, кулленхи пурнăçпа, политикăпа тăтăшах интересленет,хаçат-журнал вулама кăмăллать, питĕ яка та ăнланмалла таса калаçать. Хăйĕн сумлă çулĕсене пăхмасăр ветеран кил-тĕрĕшри ĕçсене тума та пулăшать, кĕçĕн ывăлĕн - Вовăн çемйипе пĕр çуртра килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Кинне - Галина Аркадьевнăна, хăйĕн тăван хĕрĕ вырăннех шутлать, хĕрĕх çула яхăн унпа шăкăл-шăкăл калаçса пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланаççĕ вĕсем. Ефросиния Даниловнăн 10 мăнук, мăнукĕсен ачисем - 25 тата мăнукĕсен мăнукĕсене курма та шăпа тỹр килнĕ ăна - халлĕхе вĕсем иккĕн. Вăт çапла йышлă та пуян йăх Терентьевсен. - Шел, мăшăрăм Алексей Терентьевич Терентьев мăнукĕсене те пулин курса савăнаймарĕ. Хаяр вăрçă суранĕсене пула пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ вăл, - ассăн сывласа аса илет халĕ Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕн тăлăх арăмĕ хăйĕн мăшăрне. Унпа вĕсем 38 çул пурăннă, икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса пăхса ỹстернĕ. Терентьевсен ачисем те хăйсем пекех ĕçчен те пултаруллă çитĕннĕ. Хаяр вăрçăн çулĕсем Ефросиния Даниловнăшăн та çăмăл пулман, вăл вăхăтра çитнĕ-çитмен пурнăçпа, выçăллă-тутăллă ỹсекен ачасемпе çамрăксен тем те тỹссе ирттермелле пулнă. Анчах чăтнă вĕсем, малаллах пурăнма талпăннă, çитĕннисемпе тан тылра тăрăшнă. 1941 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче Е.Данилова шăпах педагогика училищинчен вĕренсе тухса алла диплом илнĕ пулнă, тепĕр икĕ кунтан вара хаяр вăрçă пуçланнă… Ефросиния Даниловна 35 çул ытла Шуршăл шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентнĕ (пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ унăн 40 çултан та иртнĕ). Çак тапхăрта, паллах, пин-пин ачана вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларма пулăшнă, чылайăшĕн вăл пĕрремĕш учительница пулнă. Унăн хăшпĕр вĕренекенĕсем халĕ хăйсем те ветерансем, тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем. Апла пулин те вĕсем паянхи кун та ырăпа аса илеççĕ хăйсене çырма-вулама вĕрентнĕ хисеплĕ педагога. Кăçал, Аслă Отечествăлла вăрçăра ирсĕр фашистсене çапса аркатнăранпа 70 çул çитнине чаплă лару-тăрура паллă тунă май, чылай ветерана ятарлă медаль парса чыс турĕç. Çак сумлă наградăна илме Шуршăл ялĕнче пурăнакан Ефросиния Даниловна Данилова та (сăнỹкерчĕкре) тивĕçрĕ. Унăн Аслă Çĕнтерỹпе çыхăннă медальсем тата пур. Эпир вара, район хыпарçин пин-пин вулаканĕ ячĕпе, çак сăпайлă та ырă кăмăллă хисеплĕ ветерана черетлĕ награда илнĕ ятпа саламлатпăр, малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм кунçул сунатпăр. С.КУЛИГИНА

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
429570, Чувашская Республика, г. Мариинский Посад, ул.Советская,1
Телефон: 8(83542)2-11-81
http://marpress.cap.ru/default.aspx