Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Ĕмĕр сакки сарлака

Саккăрмĕш теçетке тултарать пулин те Василиса Романовна Афанасьева вăрçă çулĕсене лайăх астăвать-ха. Вăрçă пуçланнă çул пиллĕкре пулнă вăл. Темиçе кунтанах ашшĕне салтака илсе кайнă. "Эпĕ вăрçа тăшманпа çапăçма каятăп. Эсир мана кĕтĕр. Нумай кĕттермĕп, тăшмана çĕнтерсенех таврăнăп", - тенĕ вăл ачисене. Анчах ашшĕ каланă пек пулман çав. Ачисем (çиччĕн пулнă вĕсем) ашшĕ таврăнасса кĕтнĕ, вăл вара çаплах килмен. Çулсем иртнĕ. Ачасем те ỹссех пынă. Аслăраххисем амăшĕпе пĕрле уйра ĕçленĕ. Çитĕннисемпе танах фронт валли тырă çитĕнтернĕ, вăрман каснă, окопсем чавнă. Мĕн хушнă - пурне те тунă. Кашни çемье тенĕ пек салтаксене посылкăсем ярса панă. Унта ăшă çипуç, нуски-алсиш, табак хутаççисем тата ытти те пулнă. Пĕчĕк Вĕçелис та хутшăннă ку ĕçе. Çăм çиппине пĕтĕрсе çăмха тума пĕлнĕ вăл. Çав çипрен аппăшĕсем кирлĕ япаласем çыхнă. Çемье выçăпа аптранă. Çимелли, çĕрулмисĕр пуçне, нимĕн те пулман. Ăна пахчасенче ытларах лартма тăрăшнă. Çăва тухсан вăл та сахалланса юлнă, ăна вăрлăхлăх тесе лартма хăварнă. "Çĕрулми пулсан пурăнма пулать", - тенĕ çынсем. Хĕлле кăмакана хывнă çĕрулмине тăварланă купăстапа çинĕ, çăкрине те хырнă çĕрулмирен пĕçернĕ. Çулла, паллах, апат-çимĕç енчен лайăхрах пулнă. Ачасем вăрманта çырла, мăйăр, тĕрлĕрен кĕпçесем татса çинĕ. Кăмпа пуçтарнă. Вăрман вутти хĕлле вара пỹрте хутса ăшăтма май панă. Çатрака вутта çунашкасемпе туртнă. 1943 çулта çемьене хăрушă хыпар çитнĕ. Псков облаçĕнче ашшĕ тăшманпа паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Çапла вара çемье кил хуçине çухатать, ачасем ашшĕсĕр тăрса юлаççĕ, хăйсемех пĕтĕм ĕçе тума вĕренеççĕ. Ялти шкула та вĕренме çỹреççĕ. Вĕçелис шкула 6 çул çỹресен малалла вĕренеймен, пурнăç йывăрри кансĕрленĕ. Çемьене пулăшас тесе, ял ĕçне хутшăннă. Ỹссе çитсен Иваново, Калинин облаçĕсенче торф кăларнă. 1967 çулта ялти Федор Афанасьевич Афанасьев тракториста качча тухнă. Ĕçлесе илнĕ укçана пухса çĕнĕ вырăнта кирпĕч пỹрт лартнă, хуралтăсем çавăрнă. Иккĕшĕ те ĕçчен пулнă. 3 ача çитĕнтернĕ вĕсем, икĕ ывăл та пĕр хĕр. Анчах пурнăç инкексĕр пулман. В. Афанасьева малтан хĕрачине, унтан упăшкине çухатать. Йывăр хуйхăсене ĕçпе пусарнă вăл. Дояркăра та, совхозри строительсен бригадинче те вăй хурса ĕçленĕ. Василиса Романовнăн ĕç стажĕ - 47 çул. Кашни уяврах, ĕçченсене чысланă чух, ун ятне асăнмасăр хăварман, ăна тĕрлĕрен парнесем парса чысланă. Кĕпелĕх панă пусма татăкĕсенчен вара хитре кĕпесем çĕлесе тăхăннă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та чылай ĕçленĕ. "Эпĕ пенсионер, урăх ĕçлеместĕп", - тесе ларман. В. Афанасьева Николай ывăлĕпе, Люба кинĕпе пурăнать, вĕсен 3 ачине, хăйĕн мăнукĕсене, пăхма пулăшать. Л. АНДРЕЕВА. Хуракасси ялĕ.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
429570, Чувашская Республика, г. Мариинский Посад, ул.Советская,1
Телефон: 8(83542)2-11-81
http://marpress.cap.ru/default.aspx