Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Хăюллăн çапăçнă

Прокопий Михайлович Шоклев, Вăта Пукаш ялĕнче 1918 çулти утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнăскер, 1939 çулта авланнă. Арăмĕ, Иульяна Петровна, колхозница пулнă. Авланса çемье çавăрсанах Пракуха салтака илсе кайнă. Вăл кайсанах çамрăк арăм ача çуратать, хăйĕн тĕпренчĕкне Коля тесе ят парать. П. Шоклевăн салтак службинчен киле таврăнасси те нумай юлмасть вăрçă пуçланать. Вăл тăшманпа Орлов-Курск пĕккинче çапăçнă. Паттăр разведчик пулса, темиçе хутчен те тăшман вырнаçнă вырăна çитнĕ. Хăй юлташĕсемпе "чĕлхесем" тытнă, çĕнтерỹшĕн кирлĕ сведенисем тупнă. Пĕр çапăçура вăл пуçран аманать, госпитале лекет. Сывалса тухсан каллех фронта тăшманпа çапăçма каять. 1945 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Кенигсберг хулишĕн çапăçнă чух йывăр аманать. Снаряд ванчăкĕ сулахай урин аялти пайĕнчи шăммине салатать. Юлташĕсем пулăшнипе çеç госпитале лекет вăл. Ури тỹрленменнипе çулталăк ытла выртать унта. "Ура тỹрленес шанчăкĕ сахал, татсан аванрах", - тенĕ врачсем. "Тỹрленет, эпĕ çамрăк",- хуравланă салтак. Суранĕ тỹрленессе ĕненнĕ, сывалас шанчăкне çухатман вăл. П. Шоклев 1946 çулхи чỹк уйăхĕнче яла таврăнать. Аманнă ури утма кансĕрленĕ, уксахласа утнă вăл. Тỹрех ялти чăпта çапакансен артельне ĕçлеме кĕнĕ. Ăна ялти хисеплĕ çын Петр Петрович Петров ертсе пынă. Ертỹçĕн пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ Прокопий Михайлович. Шоклевсен çемйи ỹссе пынă. Николайсăр пуçне тата виçĕ ача хутшăннă, Евгений, Тамара, Валентин. Кайран вĕсем хулана тухса кайнă, унта ĕçленĕ. Килте чи кĕçĕнни, Валентин, тĕпленнĕ. Прокопий Михайлович 1987-мĕш çулта, Иульяна Петровна 2002 çулта вилнĕ. П. Шоклева çакăн пек наградăсем панă, Отечествăлла вăрçă орденĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, Мухтав орденĕ тата нумай медальсем, вĕсен хушшинче - "Паттăрлăхшăн", "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсем.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
429570, Чувашская Республика, г. Мариинский Посад, ул.Советская,1
Телефон: 8(83542)2-11-81
http://marpress.cap.ru/default.aspx