Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Салтак та, журналист та

Сĕнтĕрвăрри районĕнчен тухнă паллă журналистсенчен пĕри - Михаил Иванович Иванов. Вăл Хуракасси ялĕнче чỹк уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Ăна 1944 çулта, шкул пĕтерсенех, салтака илсе кайнă. Вăл Аякри Тухăçри 58-мĕш стрелок-радистсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1945 çулта 782-мĕш бомба пăрахакан авиаполк тытăмĕнче Японие хирĕç вăрçа хутшăннă. -Вăрçă вĕçленнине эпĕ Кăнтăрти Сахалинра кĕтсе илтĕм, - аса илет Михаил Иванович.- Эпир вĕçнĕ Пе-2 самолетсене унтах хăварчĕç. Пире, салтаксене, вара шыв транспорчĕпе Владивостока илсе килчĕç. Вăрçă пĕтсен 1952 çулхи çĕртме уйăхĕччен М.Иванов çар службинче юлнă. Унтан таврăнсан Ленинградри патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕреннĕ. 1958 çулта вăл Шупашкара таврăннă, "Советская Чувашия" хаçатра ĕçлеме пуçланă. Кунта вăл корреспондент, пай заведующийĕ, яваплă редакторăн çумĕ, яваплă редактор пулса ĕçленĕ. Пĕр хушă "Çамрăк коммунист" хаçатăн редакторĕ пулнă. 1994-1998 çулсенче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн пресс-центрĕн ертỹçинче вăй хунă. Ăна виçĕ хутчен Чăваш АССРĕн Аслă Канашне, темиçе хутчен Шупашкар хулин Канашĕн депутатне суйланă. 20 çул хушши вăл çĕршыври мире хỹтĕлекенсен республикăри комитетне ертсе пынă. 1998 çултанпа паянхи кунчченех М.Иванов Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн доцентĕнче ĕçлет. Вăл вуншар кĕнеке авторĕ. М.Иванова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 2-мĕш степеньлĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе, "Японие çĕнтернĕшĕн", "Ĕçри хастарлăхшăн" медальсемпе наградăланă. И.ЛЬВОВ.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
429570, Чувашская Республика, г. Мариинский Посад, ул.Советская,1
Телефон: 8(83542)2-11-81
http://marpress.cap.ru/default.aspx