Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Уважаемые налогоплательщики! 3 декабря 2018 года истекает срок уплаты имущественных налогов

Публикации » Йĕпреç ачисем –маттур

20.04.2019

Кăçалхипе «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш-2019» видеоконкурс 4-мĕш хут иртрĕ. Конкурса яланхи пекех Чăваш чĕлхин инçет вĕрентÿ центрĕ, Чăваш халăх сайчĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ тата Чăваш наци библиотеки йĕркеленĕ. Чыслава наци библиотекинче акан 17-мĕшĕнче пухăнчĕç.

Тăхăр çынтан тăракан жюри хăйĕн ĕçне вĕçлесе 13 номинацире кам мала тухнисене палăртнă. Çĕнтерме мехел çитернисен хушшинче пирĕн район ачисем те пур.

«Чăваш сăввисем: шăпăрлансем (Пĕчĕк ачасем) номинацире «Чи пĕчĕкки – чи маттурри» вырăна Чăваш Тимешпи «Пучах» ача садне çÿрекен 2 çулти Ева Кудрявцева тивĕçнĕ (воспитателĕ – Н.Н. Иванова).

Анатолий Хум çырнă «Кукамайăн миçе чăх?» сăвва вуласа «Чăваш сăввисем: шăпăрлансем (Пуçламăш шкул)» номинацире 3-мĕш вырăна Пучинкери вăтам шкулта вĕренекен 7 çулти Елизавета Антонова (ертÿçи М.В. Петрова) тивĕçнĕ. Çак шкултах пĕлÿ илекен 13-ри Виктория Захарова (ертÿçи Е.М. Михайлова) «Чăваш сăввисем: тĕп шкул (Вăтам çулхи ачасем)» номинацире А. Воробьев çырнă «Çăкăр» хайлавпа палăрнă, унăн ĕçне 2-мĕш вырăнпа чысланă.

«Владимир Андреев сăввисем (Пĕчĕк ачасем) номинацире Пысăк Упакассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти 2-мĕш класс вĕренекенĕ Дарья Михайлова (вĕрентекенĕ О.И. Наумова) 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Вăл «Кушакпа иккĕн сĕт çини» сăвва каланă.

Жюри членĕсем кăçал ачасемпе вĕсен ертÿçисем конкурса питĕ хастар хутшăннипе кăмăллă пулнине палăртнă. Пурĕ конкурса 1200 ытла ĕç тăратнă. Вĕсен хушшинче Тутар республикинчен 100 ытла ĕç ярса панă. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемсĕр пуçне кĕнеке-журнал, картина парса хавхалантарнă.

Источник: За победу

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17