Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Уважаемые налогоплательщики! 3 декабря 2018 года истекает срок уплаты имущественных налогов

Публикации » Спортзал уншăн иккĕмĕш кил пекех

18.04.2019

Алексей Иванов Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн инженери факультетĕнче магистратурăра вĕренет. Кире пуканĕ йăтасси унăн пурнăç пĕлтерĕшĕсенчен пĕри пулса тăнă. Ку енĕпе вăл пĕрре мар малти вырăсене йышăннă.

Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче çуралса уснĕ яш шкулта вĕреннĕ вăхăтрах кире пуканĕ йăтма пуçланă. Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне Михаил Петров тре­нер сĕннипе хăйне çак спортра тĕрĕслесе пăхас тенĕ. Ун чухне Алексей тренировкăсенче çине тăрса хатĕрленмен. вăхăт иртсен унта çÿреме пăрахнă. Михаил Василье­вич ăна 2 çултан тепĕр хут секцие йыхравланă: хальхинче Алеша помост патĕнчен кайма пĕлмен. Халĕ каччă пĕрремĕш тренерне ырăпа çеç аса илет, спорт çулĕ çине тăма пулăшнăшăн тав тăвать.

Пĕрремĕш наградăна алла илни халĕ те асрах. Ун чухне Алексей 11-мĕ клас­ра вĕреннĕ. Республика амăртăвĕнче вăл пъедесталăн иккĕмĕш картлашки çине тăма пултарнă. Куншан калама çук савăннă. Çак ăмăрту хыçсăн Алексей ытларах ĕçлеме тытăннă, кашни кун спортзала çуренĕ. Вăхăта сая яман вăл. Çамрăкăн малашне те пысăк çитĕнÿсем тăвас килнĕ. Чăваш патша­лăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕрсен те спорта пăрахман каччă. Унта кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ тренер-преподавательпе Борис Глинкинпа паллашнă. Халĕ вăл Алексея пулăшса, хавхалантарса пырать.

Кашни спортсменăн пĕлтерĕшлĕ награ­да, асра юлакан ăмăрту пурах. Алексейшĕн ку - 2016 çулта Сургут хулинче юниорсен хушшинче иртнĕ чемпионат. Çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçсе вăл Раççейĕн пĕрлештернĕ командине лекме пултарнă. Кун пирки шухăшлама та пултарайман каччă. Кашни кун спортзала çÿрени, тренировкăсенче тар такни харама кайман. Алексей тăван тăрăха çĕнтерÿпе таврăнни - Чаваш Еншĕн пысăк çитĕнÿ. Тепĕр икĕ уйăхран çамрăк Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче Польшăра Европа ăмăртăвне хутшăннă. Вăйлă командăсем, спортсменсем сахал мар пул- на унта. Çanaxпирĕннисем парăнман - çĕнтернĕ! Ку ăмăрту хыççăн вĕсем Казахстанра иртнĕ тĕнче шайĕнчи ăмăртава хутшăнма тивĕçнĕ. Çав чемпионата ырăпа çеç аса илмелли сăлтав та пур каччăн: тĕнче класлă спорт мастерĕн нормативне тултарнă вăл! Маларах, 2015 çулта, Алеша спорт мастерĕ пулса тăнă.

Халĕ те Алексей кашни кун тенĕ пекех кире пуканĕ йăтать. Пурпĕрех спортзал енне утать вăл. Унта каймасан чунĕнче канлĕ мар, темĕн çитмест имĕш. Каччă палăртнă тăрăх, спортзал уншăн - иккĕмĕш кил пекех.

Алеша пысăк çемьере çитĕннĕ: унăн аппăшĕ тата икĕ шăллĕ пур. Кĕçĕннисем пиччĕшĕнчен юласшăн мар, спортзала çул такăрлатаççĕ. Апексейрен тĕслĕх илеççĕ - вĕсем те спортсмен пуласшăн. Шаллĕсем спортпа туслă пулнишĕн, сывă пурнăç йĕркине пăхăннишĕн каччăçеç мар, ашшĕпе амăшĕ те чунтан савăнаççĕ.

Спортсменăн мĕнле пулмалла-ха? Алек­сей палăртнă тăрăх, чи кирли - çирĕплĕхпе чăтăмлăх. Паян çĕнтереймерĕн тĕк кулянса лармалла мар, тепринче пулатех. Çакă ытларах хатĕрленмеллине çирĕплетет.

«Çĕнтерÿ тÿрех пулмасть, ун патне çитес те­сен чылай ĕçлемелле», - тет çамрăк спор­тсмен. Хăй Антон Анасенкăран тĕслĕх илет. Ача чухнех унăн фаначĕ пулнă вăл. Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ хутшăннăăмăртусене Алеша телевизор умĕнче куç илмесĕр пăхнă.

Алексей вăхăта яланах усăллă ирттерме тăрăшать. Кире пуканĕ йăтнисĕр пуçне юлташĕсемпе баскетболла е футболла вылять. Кинотеатра каяссине те йалана кĕртнĕ. Сăмах май, каччăăмăртусенче паллашнă слортсменсемпе çыхăну тытать. Хăш-пĕр чемпионатра тĕл пулсан калаçмалли, сутсе явмалли яланах тупăнать вĕсен.

Çамрăк спортсмен кроссфит кăмăла кайнине палăртать. Ку - вăя тата тусĕмлĕхе тĕрĕслемелли ятарлă тренировка. Çaк йыша аэробика хăнăхтарăвĕсем, гимнасти­ка тата йывăр атлетика кĕрет. Хăнăхтарусене пĕтĕмпех кĕске вăхăтра пурнăçламалла. Анчах хальлĕхе кире пуканĕ йăтассиех чуна çывăхрах.

 

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17