Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Уважаемые налогоплательщики! 3 декабря 2018 года истекает срок уплаты имущественных налогов

Публикации » Пирĕн хоккеистсем кубокпа таврăннă

10.04.2019

Нумаях пулмасть республикăн тĕп хулинчи «Шупашкар-Арена» пăр керменĕн тренировкăсен катокĕ çинче çара кайма катĕрленекен çамрăксен хушшинче хоккейла выляса республикăра мала тухассишĕн ăмăртусем иртнĕ.

Çурма финалта Патăръелпе Шупашкар районĕсен командисем тĕл пулнă. Вăйă патăръелсем çĕнтернипе вĕçленнĕ, вĕсем бронза медале тивĕçнĕ. Пĕрремĕш вырăншăн вара Йĕпреç районĕнчи «Партизан» командăн çамрăк хоккеисчĕсем (тренерĕ Анатолий Еремеев) тата Шупашкар хулинчи «Спартак» команда тупăшнă. Финалти вăйăсен икĕ тапхăрĕнче никам та мала тухайман, пирĕн команда виççĕмĕш тапхăрта хăйсемпе тупăшакансен хапхине çĕнтерÿ шайбине çапса кĕртме пултарнă. Республикăри ăмăрту çĕнтерÿçисене кубокпа, пĕрремĕш степень дипломĕпе тата медальсемпе чысланă.

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17