Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Уважаемые налогоплательщики! 3 декабря 2018 года истекает срок уплаты имущественных налогов

Публикации » Çĕнтерÿçĕ те, призерсем те пур

27.03.2019

Комсомольски районĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен шкулне йĕркеленĕ Петр Матросов парнисене çĕнсе илессишĕн республикăри шкул ачисен уçă турнирĕ иртнĕ.

Асăннă район центрĕнчи «Кĕтне» спорткомплекс спортăн çак енне кăмăллакансене вырăн панă. Унта пирĕн районти Федор Максимов тренер-преподатавателĕн (Кĕлĕмкасси сали) воспитанникĕсем хутшăннă. 65 килограмлă виçере Артур Степанов пĕрремĕш вырăна тухнă, Руслан Федоров (в.к. 55 кг) тата Анастасия Пашкова (в.к. 31 кг) – иккĕмĕш, Виталий Иванов (в.к. 28 кг) виççĕмĕш вырăнсенче.

Çĕнтерÿçĕ тата мала тухнисене дипломсемпе медальсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысланă.

Источник: За победу

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17