Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Уважаемые налогоплательщики! 3 декабря 2018 года истекает срок уплаты имущественных налогов

Публикации » Ятлисен умĕнче шикленсе ÿкмерĕç

13.03.2019

Пуш уйăхĕн 6-7 мĕш кунĕсенче Канаш хулинчи «Локомотив» спорт комплксĕнче республикăри çамрăксен хушшинче кире пуканĕ йăтса мала тухассишĕн ăмăртусем иртнĕ. Яланхи пекех, унта пирĕн районти ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Петров ертсе пыракан команда хутшăннă.

            Михаил Васильевич хаçат корреспондентне çапла каласа панă: « Ку хутĕнче те вăйлă атлетсем йышлă пулчĕç, вĕсен хушшинче спорт мастерĕсемпе кандидачĕсем те, разрядне тивĕçнисем те пурччĕ, анчах пучинкесем ят çĕнсе илме ĕлкĕрнисен умĕнче шикленсе ÿкмерĕç. Акă Пучинке вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Андрей Иванов 78 килограмлă виçери спортсменсенчен пĕрремĕш вырăна тухрĕ.

            Андрейпа пĕр класра пĕлÿ илекен Даяна Бачина уйрăмах пысăк çитĕнÿ турĕ: вăл хăйĕн висинче (63 кг) пĕр пăтлă Кире пуканне икĕ алапа ылмаштарса 225 хут çĕклеме пултарчĕ.

            Пирĕн командăн тепĕр членĕ Иван Федоров (в.к. 73 кг) хăйĕн ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ».

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17