Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Уважаемые налогоплательщики! 3 декабря 2018 года истекает срок уплаты имущественных налогов

Публикации » Пирĕн спортсменсем те палăрнă

07.03.2019

Иртнĕ эрнекунпа шăматкун Шупашкарта хĕллехи ял спорчĕн IX вăййисем иртнĕ.

            Кăçалхи тупăшусене 21 районтан пĕтĕмпе 500 яхăн çын хутшăннă. Йĕпреç районĕн чысне 20 ытла çынран тăракан команда хÿтĕленĕ. Ял спортсменĕсем йĕлтĕрпе чупса, хĕллехи политалон енĕпе, Кире пуканĕ йăтассипе, шашкăлла, шахматла выляса ăмăртнă. Программăна механзиторсемпе дояркăсем тата çемье конмадисем хушшинчи тупăшусене те кĕртнĕ. Çĕнтерÿçĕсене ушкăнсенче тата уйрăм спортсменсем хушшинче палăртнă.

            Пирĕн районтан кайнă туслă командăн çитĕнĕвĕсене палăртма уйрăмах кăмăллă пире. Политалонра тупăшса турнир таблицин пĕрремĕш виçĕ йĕркине Йĕпреç, Вăрнар тата Канаш районĕсем йышăнчĕç. Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх пирĕн полиатлонистсем – Кристина Константинова ( Эйпеç ял тăрăхĕ), Алекснадр Ефремов (Чăваш Тимеш ял тăрăхĕ), Анастасия Мусьтакова (Кĕлĕмкасси ял тăрăхĕ) тата Александр Пашков (Пучинке ял тăрăхĕ) лидерсен йышне лекме пултарчĕç.

            Шахматистсен тупăшĕвĕнче Николайпа Валентина Давыдовсем (Энтриел) тата Альберт Скворцов (Йĕпреç) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Çемье командисем хушшинче хăйсен ушкăнĕнче Алексей, Наталья тата Никита Ефремовсем (Чăваш Тимеш ял тăрăхĕ) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

            Икĕ куна пынă ăмăртусенче туптанă пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх Шупашкар районĕн команди пĕрремĕш вырăн йышăннă, Канаш районĕн команди – 2 – мĕш вырăнта, патăръелсем – виççĕмĕшсем. Çапла Йĕпреç районĕн пĕрлештернĕ коанди 4- мĕш вырăна юлнă.

            Республика шайенчи хĕллехи ял спорчĕн вăййисенче çĕнтернĕ команда Пĕтĕм Раççейри тупăшусен финалне хутшăнма тивĕç пулчĕ.

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17