Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Уважаемые налогоплательщики! 3 декабря 2018 года истекает срок уплаты имущественных налогов

Публикации » Ял артисчĕсен асталăхĕ савăнтарать

07.03.2019

Иртнĕ эрнекун Пучинкери культура çуртĕнче районти халăх пултарулахĕн коллективĕсен 48-мĕш фестивалĕ пуçланчĕ. Ăнакăçал Раççейри Театр çулталăкне халалланă.

Феставалĕн пĕрремĕш кунĕнче сумлă жюри çак таврари ял тарăхĕсенчен килнĕ художество пултарулĕх ушкăнĕсен ăсталăхне хакларĕ. Сцена çине малтан Эйпеçри вăтам шкулта вĕренекен çамрăк артистсем тухрĕç. Ачасен хорĕ фести­валь валли Вăтаел гимне суйласа илнĕ. Тăван уй-хирпе ферма ĕçченĕсене халалланă юрă сăмахĕсемпе кĕввин авторĕсем - вырăнти шкулти Ираида Михайловапа Венера Пет­рова педагогсем. Мария Мельцова вĕренекен «Мухтав сана, чаваш театрĕ!» сăвва ăста вуласа тивĕçлĕ хака тивĕçрĕ. Юлия Федорова та запри халăха «У деревни Крюкова» юрăпа савăнтарчĕ. Жюри ачасен пултарулăх коллективĕн кашни номерне, тумтирне тата конферансье ăсталăхне вунă баллă виçепе хакларĕ. Эйпеçсем 86,57 балл пухрĕç.

Пучинкери вăтам шкулти çамрăк артистсем (музыка ертÿçи - Лилия Иванова) хатĕрленĕ номерсене те куракансем тăвăллăн алаçупса йышанчĕç. Уйрăммăн илсен, Вик­тория Захарова вуланă «Карап пекех çиçет театр» сăвва, 4-мĕш класри Лейла Игнатьева шăрантарнă «Калина» юрра, «Хĕр шывĕ пулса кайни» халап тăрăх сценкăра вылянă ушкăнăн ăсталăхне лайăх хак пачĕç. Пучинкесен 87,14 балл.

Пучинкери культура çурчĕн пултарулăх коллективĕ те пысăк савăнăç парнелерĕ. Кунта Ирина Клементьева ертÿçĕпе Алексей Сергеев баянист тупине палăртса хăвармалла. Жюри ял артисчĕсен кашни номерне тенĕ пек тивĕçлипе хакларĕ. Вĕсене йышлă хор шăрантарнă «Эй, юрла-ха», «Мое село» юрăсем, Илья Шибаев вуланă «Мухтав сана, чаваш театрĕ!» сăва, «Утри» фольклор композицийĕ, Юлия Васильеван «Атя, савни, яра пар!» юрри - пĕтĕмпе 90,38 балл пухма пулашрĕç.

Хурамалти культура çурчĕн пултарулăх коллективĕ те (ертÿçи - Надежда Керимова, баянисчĕ - Владимир Стек­лов) куракансен тав сăмахне тивĕçрĕ. Хор «Тăван енĕм» чăваш юррипе, Наталия Маркова «Старшая сестра» монологпа, Татьяна Чаквина «Дуэт» юрăпа, «Непоседы» ташă ушканĕ «Лебедушка» вырăс ташшипе савăнтарчĕç. Хурамалсем 88,75 балл пухрĕç.

 

 

Источник: За победу

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17