Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Уважаемые налогоплательщики! 3 декабря 2018 года истекает срок уплаты имущественных налогов

Публикации » Техника паркĕ пуянланать

16.02.2019

Çак кунсенче «Красный партизан» колхозăн машина-трактор парке хальхи йышши «Кировец – К 424» çĕнĕ техникăпа пуянланчĕ. Ăна «Петербургри трактор завочĕ» АО туса кăларать. Ку техникана пирĕн çĕршыври 50 ытла регионта пĕлеççĕ ĕнтĕ. Юлашки икĕ çул хушшинче кăна асăннă трактора туянакансен географийĕ чылай анлăланнă, вăл Евровăра та хăйне кăтартса пама ĕлкĕрнĕ-мĕн.

Нева çинчи хулари акци­онер обществи виçĕ пахалăха тĕпе хурса ĕçлет, вĕсем çаксем: агрегат шанчăклăхĕ, туянакана тивĕçтерекен хак тата ăна вырăна çитерме туса паракан меллĕ условисем. Вĕсен çумне тата хуçалăхсене хăйсен паркĕсене çĕнетме пулăшакан çăмăллăхлă лизинг программине хушмалла, шăпах унан тивлечĕпе туянматухакан тăкаксене вăхăтра саплаштарма май туса парать. Акă мĕн калать кун пирки «Крас­ный партизан» колхоз ертÿçи, Чăваш Республикин ялхуçалахĕн тава тивĕçлĕĕçченĕ Николай Иванов: «Çак техникăпа туслашма паян вăхăт хăех хистет. Хальхи лару-тăрура пире шăп та лăп нумай ĕç тунă хушăрах энерги сахал пĕтерекен машинасем кирлĕ. Çавна тĕпе хурса туянтăмăр та эпир çĕнĕ трактора. Мĕнре-ха унăн уйрăмлăхĕ? Универсаллă агрегат пирĕн тăрăхри кирек мĕнле çĕр çинче те ĕçлеме пултарать. Тĕш-тырăсем, техникăллă тата выльăх апачлĕх культурăсем валли çĕр хатĕрленĕ хыççăнах лайă капкалатса хăварна тăпрана тÿрех вăрлăх акма пулать.

«Кировец - К 424» трак­тор тĕреслеврен ăнăçла тухнă, вăл агрономсен, инженерсен тата технологсен ăшă сăмахне тивĕçнĕ. Пĕлтĕр Мускаври Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕнче пулнă чухне, çак агрегат мĕнлерех ĕçленине хам куçпа лайăх курса ĕненнĕ хыççăн ăна туянас шухăшпа хавхалантăм. Сутлах хакĕ 5.5 млн тенкĕ пулни те шиклентермерĕ. Ара, «Ялхуçалăхне аталантарасси çинчен» федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн, ялта тавар туса кăларакансене çăмăллăхла кредитсем уйăрса параççĕ-çке. Çав майпа усă курса, «Раççей ялхуçалăх банкĕ» урлă 3 млн та 800 пин тенкĕ кивçен укçа илтĕмĕр. Çÿлерех асăннă программăпа ялхуçалăх техникине су­тăн илнĕ чухне патшалăх пулăшавĕн ытти мелĕпе те усă курма пулать». Алла тăк, колхоз ертÿçи, «Кировец - К 424» трактора туянса, пĕрре те йăнăш туман. Вăл 245 лаша вайăллĕ, «Белорусь» маркăллă 4 трактора улăштарать-мĕн.

Петербургри заводра маларах каларнă тракторсемпе танлаштарсан, çĕнĕ модель механизатора ĕçлеме лайăх условисем туса панипе ыгтисенчен уйрăлса тăрать. Кабинăра вырнаçтарнă автоматлă тытăм агрегатăн пĕтĕм ĕçне тимлĕн сăнаса-асăрхаса тăнă хушăрах мĕнпур кăтартусене экран çине куçарса пырать.

Колхоз правленийĕçĕнĕ трактора Артем Ефимов çамрăк механизатора шанса пани - лайăх пулăм. Артем пĕлтĕр кăна хуçалăх шучĕпе «Нива» вĕренÿ комбинатĕнчен хурçă утпа çÿреме до­кумент илсе тухнă.

- Çĕнĕ техникăна хăнăхса çитме мана вăхăт кирлĕ, - тет Артем Ефимов. - Аслисем хама шаннипе хавхаланнă май, шанăçа тухăçлăĕçленипе тÿрре кăларса пырассине тĕп тивĕçĕм вырăнне хуратăп».

Колхоза çĕнĕ трактор илсе килнине пăлсен педа­гогика ĕçĕн ветеранĕ, халь­хи вăхăтра Эйпеçри вăтам шкулта директор çумĕнче тăрăшакан Зоя Кузьмина та тусеймен, техника паркне кĕрсе тухма шутланă. Хăватлă агрегат çинче ĕçлеме унăн вĕренекенĕ пулнăçам- рăка шанса панăшăн вăл çав тери хĕпĕртенĕ. Пирĕнпе тĕл пулсан, Зоя Юрьевна вăл шкулта чухнех техникăпа кăсăкланнине пĕлтерчĕ. Педагог çамрăка пĕрремĕш тĕрĕслевре - çурхи ака-суха ĕçĕсенче пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ.

Сăмах майăн, Пучинкери техника паркĕнче халĕ иртен пуçласа мĕн каçченех çуракине хутшăнакан агрегачĕсене хатĕррисен ретне лартас енĕпе тимлеççĕ. Механизаторсемпе ятарлă звено кăкарса, çĕр ĕçлесе хатĕрлемелли агрегатсене хĕл кунĕсенчех юсавлисен йышне тăратнă. Хире илсе тухмалли пĕтĕм техникăна çывăх вăхăтрах юсаса пĕтерме тĕллев лартни ăнăçлă пурнăçланать. Правлени техни­ка паркĕнче вăй хуракансен ĕçĕпе кăмăллă.

 

Источник: За победу

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17