Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Аликовский район Чувашской Республики
Поддержка сайта прекращена. Новый сайт находится по адресу http://alikov.cap.ru/

Публикации » «Раççей чăваш пики – 2018» конкурсра Элĕк район чысне Инесса Шашкина хÿтĕленĕ

04.12.2018

Ноябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе Шупашкарта «Раççей чăваш пики» конкурс иртнĕ. Тутарстан, Тюмень тăрăхĕсенчи тата Чăваш Ен районĕсенчи конкурссенче çĕнтернĕ чиперуксем «Раççей чăваш пики – 2018» ята илессишĕн ăмăртнă. Элĕк район чысне Мăн Вылă ялĕнчи Инесса Шашкина хÿтĕленĕ. Инессăн тĕрлĕ конкурс витĕр тухма тивнĕ. Хăйĕн çинчен каласа парассипе, пултарулăх конкурсĕпе, чăваш апатне хатĕрлесе ун çинчен кăсăклă каласа парассипе, ăс-тăн конкурсĕпе тата чăваш тумĕпе сцена çинче утса илем кăтартассипе ытти хĕр тантăшĕсенчен нимпе те юлман ентешĕмĕр. Хальхинче çĕнтерÿçĕсен йышне кĕреймен пулин те куракансен юратăвне туллинех тивĕçнĕ Инесса.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Аликовский район Чувашской Республики
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
http://alikov.cap.ru/