Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Аликовский район Чувашской Республики
Поддержка сайта прекращена. Новый сайт находится по адресу http://alikov.cap.ru/

Публикации » Хĕрсем - конкурсра

04.12.2018

Элĕкри вăтам шкулта вырăссен паллă писателĕ И.С.Тургенев çуралнăранпа 200 çул тултарнине халалласа «Тургенев хĕрĕ» ятпа районти конкурс иртнĕ. Унта 9-11-мĕш классенче вĕренекен хĕрсем хутшăннă. Сакăр хĕр пĕрчи писатель произведенийĕсенчи хĕрсем пек пулассишĕн тăрăшнă. Вĕсен кăтартăвĕсем те лайăх пулнă.

Конкурсăн пĕтĕм тĕпчевĕсен кăтартăвĕсем тăрăх «Тургенев хĕрĕ» титула Элĕк вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Анастасия Дубинина илнĕ. Ыттисем тĕрлĕ номинацисенче парнесене тивĕçнĕ. Чăваш Сурăм шкулĕнчи Яна Васильева артистка пек, Элĕк шкулĕнчи Анна Суранова чи ĕмĕтленÿлли, Юнтапа шкулĕнчи Екатерина Иванова чи кăмăлли, çак  шкулти Оксана Кузьмина чи таса туйăмли, Мăн Вылă шкулĕнчи Валерия Козлова чи черченни, çÿлерех асăннă шкулти Елена Антонова чи сăпайли, Шĕмшеш шкулĕнчи Анастасия Денисова чи ытарли пулнипе палăртнă.

Светлана ЕФРЕМОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Аликовский район Чувашской Республики
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
http://alikov.cap.ru/