Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Аликовский район Чувашской Республики
Поддержка сайта прекращена. Новый сайт находится по адресу http://alikov.cap.ru/

Публикации » Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтернĕ

16.11.2018

Ноябрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче Пĕтĕм Раççейри халăх кĕввисене кăмăллакансен «Ырра пултăр» конкурс иртнĕ. 2018 çулхи Президент гранчĕсен çĕнтерÿçин çул-йĕрĕ - культура тата ÿнер проекчĕсене пулăшасси.

Конкурса Раççейри халăх кĕввисене кăмăллакансен йăли-йĕркине упраса хăварма тата аталантарма условисем туса парас, çамрăк талантсене професси енĕпе ÿс-ме пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕн тăватă вĕренекенĕ конкурсăн пĕччен юрламалли номинацийĕсене хутшăнса дипломсем çĕнсе илнĕ. Фольклор класĕнчи Никита Арсентьев 1-мĕш степеньлĕ лауреат, Карина Григорьева 2-мĕш степеньлĕ лауреат, купăс класĕнчи Михаил Барашов 3-мĕш степеньлĕ лауреат, Даниил Кириллов 1-мĕш степеньлĕ дипломант пулса тăнă.

Ачасен çĕнтерĕвĕнче Владимир Терентьевпа Алина Михайлова педагогсен тÿпи пысăк пулнине палăртмала.

Елена ИВАНОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Аликовский район Чувашской Республики
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
http://alikov.cap.ru/