Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Аликовский район Чувашской Республики
Поддержка сайта прекращена. Новый сайт находится по адресу http://alikov.cap.ru/

Публикации » Ачасем ачасене вĕрентеççĕ

16.11.2018

Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Вĕрентĕвĕн чи лайăх практикисемпе меслечĕсем» республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Асăннă конкурса «Чăваш Ен» фончĕ тата Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ ирттернĕ. Ăна социаллă пĕлтерĕшлĕ проектпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

Эксперт ушкăнĕ тĕрлĕ номинацири 20 вĕренÿ организацийĕн ĕçĕсене пăхса тухнă. Конкурса Элĕк вăтам шкулĕ те хутшăннă, «Ачасем ачасене вĕрентеççĕ» номинацире призер йышне кĕнĕ. Аслă классенче вĕренекенсем кĕçĕн тата вăтам классене вĕрентес ĕçĕн практикине тĕпе хучĕç, вăл шутра онлайн мелĕпе ĕçлекен практикăна та. Тепĕр майлă каласан, вăтам звенора вĕренекен шкул ачисем кĕçĕн класра ăс пухакан ачасемпе ĕçлеççĕ. Уйрăмах сывă пурнăç йĕркине сарассине тĕпе хураççĕ, калаçусем ирттереççĕ, мультфильмсем кăтартаççĕ. Кĕçĕннисене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма вĕрентесси - тĕп тĕллевсенчен пĕри. Вĕсене спортпа туслă пулма, тĕрĕс апатланма хăнăхтарни питех те кирлĕ тата усăллă.

Сывă пурнăç йĕрки чи ансат та çăмăл меслетрен пуçланать - ирхине гимнастика тунинчен. Çакăнтан пуçланать те кашни заняти. Пĕчĕккисем зарядка тума та кăмăллаççĕ, хăйсем тĕллĕн упражненисем тупма та хăнăхаççĕ.

Çавăн пекех шахмат кружокĕ те ĕçлерĕ. Кунта ĕнтĕ 6 «б» класра ăс пухакансем кĕçĕн классене ертсе пыраççĕ. Вĕсем мероприятисем ирттерме те пулăшаççĕ.

Интернет информаци илмелли уçлăх кăна мар, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен те ачан сывлăхне сиен кÿрекен «çăлкуç» шутланать. Çавăнпа та Интернетри хăрушсăрлăхпа паллаштарасси кĕçĕннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Шкулта октябрь уйăхĕнче Интернет уçлăхĕнчи пĕтĕм Раççейри хăрушсăрлăх урокĕпе килĕшÿллĕн класс сехечĕсем, калаçусем, «çавра сĕтелсем» иртрĕç. Сăмахран, 6 «а» класра  вĕренекенсем тăваттăмĕш «в» класс ачисене «Хăрушлăхсăр Интернет» презентаци кăтартрĕç.

Марина Данилова,

Элĕк вăтам шкулĕн директорĕн çумĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Аликовский район Чувашской Республики
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
http://alikov.cap.ru/