Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Уважаемые налогоплательщики! 3 декабря 2018 года истекает срок уплаты имущественных налогов

Публикации » Кирекпуканçăсен çĕнĕ çитĕнĕвĕсем

10.11.2018

Пучинке кирепуканçисем çĕршыв, Европа, тĕнче шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнса Йĕпреç районĕн, Чăваш Ен чысне тивĕçлĕн хÿтĕленине палăртма яланах кăмăллă.

Акă иртнĕ канмалли кунсенче Шупашкар хулинче Раççей шайĕнчи тупăшу иртнĕ, тĕрлĕ çĕртен пуçтарăннă кирепуканçăсем реслубликăн тĕп хаçачĕн «Хыпарăн» парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăртнă. Кăçал тупăшăва Раççейĕн8 регионĕнчен, Чăваш Енĕн 18 районĕнчен килнĕ чи вăйлă спортсменсем хутшăннă.

Пирĕн районти спортсменсем, яланхи пекех ытларах пучинкесем, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Петров (укерчĕкре) ертсе пынипе лайăх кăтартусем тунă. Антон Аниси­мов, сăмахран, 73 кг виçе категорийĕнче «ылтăн» çĕнсе илнĕ, пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине хăпарма тивĕç пулнă. Даяна Бачина та хăйĕн виçе категорийĕнчи (63 кг) хĕрарăмсен хушшинче чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Владимир Петровăн та 68 кг виçере чи лайăх кăтарту. Джанита Щербина (63 кг), Алексей Иванов (85 кг) тата Михаил Петров (78 кг) иккĕмĕш вырăна тухнă, Анна Тимофеева (63 кг ытларах) тата Андрей Иванов (73 кг) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Августина Павло­ва та хăйĕн виçе категорийĕнче начар мар ăмăртнă, пиллĕкмĕш вырăна тухнă, вăл 24 ки­лограмм таякан кире пуканĕсене алăпа тĕртсе 101 хутçĕкленĕ.

Источник: За победу

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17