Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Аликовский район Чувашской Республики
Поддержка сайта прекращена. Новый сайт находится по адресу http://alikov.cap.ru/

Публикации » Ача-пăча библиотекин ĕçĕ пархатарлă

07.11.2018

65 çул каялла ача-пăча библиотекин алăкĕсем хăйсен вулаканĕсем валли уçăлнă. Паянхи куна илсен, унăн ăнăçлăхĕ - ăслă, пултаруллă, хавхалануллă, нумай пĕлесшĕн вулакансем. Вĕсемпе, вĕсемшĕн ĕçлет те Элĕкри ача-пăча библиотеки.

1953 çулта районти культура çуртĕнчи библиотека çумĕнче ачасен уйрăмне уçнă, ăна вырнаçма кĕтес уйăрнă. Çав вăхăтра кĕнеке фончĕ питĕ чухăн пулнă. Ачасен уйрăмĕн ертÿçи М.Прокопьева ăна пуянлатас тесе нумай тăрăшнă, кĕске вăхăтрах темиçе çĕр кĕнеке пухнă. 1954 çулта ачасен уйрăмĕнчен ача-пăча библиотеки туса хунă. Вăл 1955 çулта уйрăм çурта куçнă. Ку учреждени 1993 çулта çĕнĕ Культура çуртĕнче ĕçлеме пуçланă. Паянхи куна илсен те çав вырăнта вулавăш.

Çакна каламалла, ачасен библиотекинче пысăк чун-чĕреллĕ, ачасене юратакан çынсем кăна ĕçлеме пултараççĕ. Ку ĕçĕн чăн-чăн специалисчĕсем нумаййăн. Вĕсем районти библиотека ĕçне аталантарас енĕпе пысăк тÿпе хывнă. Кусем - М.Прокопьева, А.Александрова, Е.Храброва, Л.Никифорова, Е.Соколова, Р.Гордеева тата ыттисем те.

Е.ИВАНОВА

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Аликовский район Чувашской Республики
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
http://alikov.cap.ru/