Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Аликовский район Чувашской Республики
Поддержка сайта прекращена. Новый сайт находится по адресу http://alikov.cap.ru/

Публикации » Коллекционер кăна мар, чăн-чăн пурнăç çынни те

07.11.2018

Ÿнер каçĕ ачасене килĕшрĕ

Ноябрь уйăхĕнче Чăваш Енре, пĕтĕм Раççейри пекех, çулленхи культурăпа вĕренÿ акцийĕ «Ÿнер каçĕ» ятпа иртет. Çак анлă мероприятие культурăпа ÿнер учрежденийĕсем, çав шутра Чăваш Сурăмĕнчи тавра пĕлÿ музейĕнче те ирттерчĕç. Ноябрĕн 2-мĕшĕнче Элĕк музейĕн курав залĕнче «Совет Союзĕ тапхăрĕнчи значоксем» уйрăм курав уçăлчĕ. Ăна Изванкка ялĕнче пурăнакан Георгий Аввакумовăн коллекцийĕн значокĕсенчен йĕркеленĕ. Куракансем умне 2 пин ытла значок тăратнă. Георгий Аввакумов профессийĕпе илсен хурт-хăмăр ăсти. Апла пулин те вăл значоксем, вак укçасем пухассипе те интересленет. Хăй каланă тăрăх, ку енĕпе ачаранах тăрăшнă, маркăсем те, значоксем те пухнă. Курава уçнă çĕре Элĕк вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем, культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Коллекционер хăй çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

- Значоксене тематикăпа вырнаçтарнă. Кунта манăн, çавăн пекех атте-аннен, асаннен наградисем те пур. Кашни значокĕ интереслĕ, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра вĕсене тупма çăмăлах мар. Тематика енĕпе илсен-и - кусем нумай тĕрлĕ, вăтăра яхăнах. Акă çар, Ленин значокĕсем, хуласен гербĕсем, ачасен значокĕсем, спорт теми, çавăн пекех Олимпиадăсем тата ытти те, - пĕлтерчĕ Георгий Васильевич.

Вăл каланине ачасем хаваспах итлерĕç, ыйтусем пачĕç, хуравне те илчĕç.

«Ÿнер каçĕ» акцин иккĕмĕш тапхăрĕнче мастер-класс пулчĕ. Ачасем пусма (пир-авăр) татăкĕсенчен пукане ăсталассипе тăрăшрĕç. Музей директорĕ Ольга Алексеева çак пуканесен авалхи тĕслĕхĕсене Египетра - археологи ĕçĕсенче, хальхи пирамидăсенче тупни çинчен каларĕ. Раççей историйĕнче та çав тĕлĕнтермĕш пĕчĕкçĕ япала пĕлтерĕшлĕ. Кашни çемьерех вăтăртан кая мар тĕрлĕ пукане çавăрса тума пĕлнĕ. Пĕрисем вылямалли пулсан, теприсем йăла-йĕркепе çыхăннисем е упрамаллисем. Кусене  ăсталама темиçе пир татăкĕ тата çип кăна кирлĕ. Мастер-класа музей ĕçченĕ Вера Степанова кăтартрĕ. Унта хĕрачасем те, арçын ачасем те хаваспах хутшăнчĕç.

Чăваш Сурăмĕнчи тавра пĕлÿ музейĕнче вара «Тăмран хатĕрленĕ япаласем» курав уçрĕç. Унта Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче пурăнакансем хутшăннă.

 Пурнăç уттинчен юлмасть

Культурăпа вĕренÿ акцийĕ иртни килĕшÿллĕ. Ку мероприяти паянхи кун ыйтнипе пулчĕ. Çав вăхăтрах акци хăни - Георгий Аввакумов çинчен каласа пани те ытлашши пулас çук, мĕншĕн тесен вăл коллекционер пулнипе кăна мар, ытти енĕпе те ырăпа палăрать. Унăн паха енĕсем чăннипех те сахал мар. Кун ирттĕр те çул ирттĕр тесе пурăнмасть Георгий Васильевич. Малашлăха курса, çутă ĕмĕтпе малалла ăнтăлать. Пурнăçа юратать, ăна илемлĕрех те пуянрах тăвассишĕн тăрăшать. Унăн вăхăта усăсăр ирттерес йăла çук. Яланах ĕçре хастар арçын. Çакă çывăх çыннисенчен куçнă пулĕ. Сăмахран, унăн аслашшĕпе асламăшĕ ырă ятпа пурăннă. Аслашшĕ, Аввакум Федоров, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, шел, çапăçу хирĕнчен чĕрĕ тухайман вăл. Унăн мăшăрĕ Александра Федорова вара тылра ырми-канми тимленĕ. Вăл ял-йышпа яланах ĕçре пулни халĕ те асрах-ха. Пĕртен-пĕр ывăлне Василие пĕчченех пăхса ÿстернĕ. Георгий Аввакумовăн чи çывăх çыннисем те ятсăр çынсем мар. Василий Аввакумовичпа Раиса Лукинична Аввакумовсем - вăрçă ачисем. Иккĕшĕ те яланах тăрăшса ĕçлесе «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Халĕ вĕсем самаях çулланнă ĕнтĕ. Гера (ялта ăна çапла чĕнеççĕ) ашшĕпе амăшне лайăх пăхса усрать. Вăл тĕп килти пурнăçа малалла тăсакан пулнине тĕпе хурать. Виçĕ пĕртăвантан кĕçĕнни Георгий Аввакумов. Çавна май килти хуçалăхĕ енĕпе те яваплăхĕ пысăк.

Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн. Пĕтĕмпех вăхăтра пурнăçлама епле ĕлкĕрет-ха вăл! Хуравĕ те паллă-ха. Мĕн ачаран ĕçре пиçĕхнĕ Гера, йывăрлăх умĕнче пуçа усма хăнăхман. Йăлкăш, Элĕк шкулĕсенчен вĕренсе тухнă хыççăн яш тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнă. Салтак службине Куйбышев (халĕ Самара) хулинче ирттернĕ вăл. Çарта пиçĕхнĕскер тÿрех ĕçе кÿлĕнет, столярта тăрăшать. Каччă специальноç илессипе те тимленĕ.  Вăрнарти профессипе техника училищинче вĕренсе хурт-хăмăр ăсти пулса тăрать. Элĕкри улма-çырла комбинатĕнче, «Агрострой» предприятире, строительство материалĕсен заводĕнче тăрăшать Георгий Васильевич. 2011 çултанпа - Раççей Ял хуçалăх банкĕн Элĕкри уйрăмĕнче. Ĕçчен те пултаруллăскер ял- йышра та хисепре. Георгий Васильевич Йăлкăш ял тăрăхĕн депутачĕн тивĕçне вун тăватă çул тÿрĕ кăмăлпа пурнăçларĕ. Изванкка ялĕн старостин «лавне» 11 çул туртса пычĕ. Çав тапхăрта тирпей-илем тăвассипе, йывăçсем лартассипе, пĕвесене пăхса тăрассипе ырă ĕçсем сахал мар тунă. Вăл йĕркеленипе ял уявĕнче те савăннă çынсем. Георгий Васильевич чăн-чăн кил хуçи пулнине тата кам хирĕçлĕ-ха; Çурчĕ-йĕрне çирĕплетсе, çĕнетсе, илемлетсех тăрать вăл. Культура тенине те питĕ хаклать. Сад-пахчийĕ те ытарми унăн. Çу кунĕсенче ешерет кăна, мĕнле кăна йывăç-курăк ÿсмест-ши кунта. Хамăр тăрăхра сайра тĕл пулаканнисене те асăрхатăн. Çур кунĕсем çитнипе пĕрлех Аввакумовсен палисадникĕнче тюльпансем тĕрлĕ тĕспе ялкăшма пуçлаççĕ. Çу кунĕсенче вара ыттисем илемĕпе тыткăна илеççĕ. Пахча çимĕç калчине те хăех ÿстерет Георгий Аввакумов. Помидор, хăяр, купăста тата ытти çимĕçсене туса илессипе те чăн ăста вăл. Улми-çырли те куç тулли унăн. Ĕçе чун-чĕререн парăннипе çыхăннă ĕнтĕ ку. Сăмах май каласан, унăн куккăшĕ Алексей Лукишов хăй вăхăтĕнче хуçалăхра сад лартса чĕртнĕ. Ăна «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят панă. Георгий Аввакумов та унран ырă тĕслĕх илнĕ. Вăл ăратлă выльăх ĕрчетессипе те пултаруллă.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Аликовский район Чувашской Республики
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
http://alikov.cap.ru/