Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Аликовский район Чувашской Республики
Поддержка сайта прекращена. Новый сайт находится по адресу http://alikov.cap.ru/

Публикации » Онкологсем сывлăха тĕрĕслерĕç

02.11.2018

Районти тĕп больницăра çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшса нумай тĕрлĕ мероприяти ирттерни палăрать. Октябрĕн 31-мĕшĕнче кунта республикăри клиника онкологи диспансерĕн специалисчĕсем пулчĕç.

Актовăй залра йышлăн пухăннă. Кунта вырăнти сывлăх ĕçченĕсем, çавăн пекех Элĕк салинче тата аякри ялсенче пурăнакансем те. Вĕсене Анна Андреева медицина психологĕ онкологи чирĕ çинчен лекци вуласа пачĕ. Вăл хăйĕн сăмахне калаçу тата ыйту-хурав мелĕпе йĕркелерĕ.

- Рак, онкологи сăмахсем сире хăратаççĕ пулĕ. Анчах та пăлханни, хумханни, пăшăрханни вырăнсăр, кулянмалла мар. Чир паллисем пур пек туйăнсан та харпăр хăйне тытма пĕлмелле. Сывлăха ятарлă специалист патĕнче тĕрĕслеттермелле. Терапевт, гинеколог, онколог патĕнче пулма тăрăшмалла, - терĕ Анна Михайловна.

Вăл чир паллисене харпăр хăйĕн тупса палăртма пĕлмелли çинчен те каларĕ. Ку енĕпе сĕнÿ-канаш та пачĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, çын чăннипех те чирлĕ пулсан та ĕмĕре тăсма пулать. Чир хăш тапхăрта пулни те пĕлтерĕшлĕ. Рака малтанах тупса палăртсан çĕнтерме пулатех. Паллах, врач хушнине пăхăнса сипленни те вырăнлă.

Анна Андреева психолог пурне те анкета валеçсе пачĕ. Унта «хаяр» чирпе çыхăннă нумай ыйтусем. Çавсем çине кашниех хурав пачĕç. «Усал чир серепине çакланас марччĕ кăна. Сыхланасчĕ унран, упрасчĕ хамăра», - ахăртнех çак шухăш пулчĕ пурин те.

Шупашкартан ятарласа килнĕ бригада йышĕнче икĕ врач-онколог - Тамара Якушина тата Мария Демидова пулчĕç. Вĕсем çынсене йышăнчĕç, сывлăхĕсене тĕрĕслерĕç.

Е.ИВАНОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Аликовский район Чувашской Республики
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
http://alikov.cap.ru/