Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Уважаемые налогоплательщики! 3 декабря 2018 года истекает срок уплаты имущественных налогов

Публикации » Руль шанчăклă алăра

27.10.2018

Кăçал икĕ уяв пĕр харăс килчĕç. Районта Ялхуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекесенсен кунне паллă тунă вахăтрах Автомобиль тата пас­сажир турттаракан транспорт çÿретекенсем хăйсен професси уявне кĕтсе илчĕç.

   Ку уявсем пирĕн районта ĕçлесе пурăнакан çĕршер çынна пырса тивеççĕ. Вĕсен хушшинче водитель тивĕçне чыслăн пурнăçлакан, автомобиль рульне яланах шанчăклă тытакан, хăйсене шанса панă транспорта юсавлă та управлă çÿретекен водительсем сахал мар. Акă вĕсенчен пĕри Аркадий Ни­колаев,вăл 40 çул ĕнтĕ «Красный партизан» колхозра тăрăшать. Хăй ĕмĕрĕнче чылай тĕрлĕ автомашинăпа, ытларах хуçалăх ĕçченĕсене автобуспа илсе çÿренĕ. Халĕ вара Лада Ларгус çăмăл машинăпа колхоз председательне турттарать. «Ǎста водитель, яваплăха туякан çын, - тет Аркадий Сергее­вич пирки Михаил Иванов председатель. – Унпа çула тухма яланах шанчăклă».

       Аслисен паха опытне илсе пыракансем те ăшă сăмаха тивĕçеççĕ. «Рассвет» АУО водителĕ Гурий Пудовкин, сăмахран, тăрăшуллă та мал туртăмлă çамрăк. Вăл хăйне шанса панă УАЗ автомобильпе предприяти ĕçченĕсене ирсерен «Рассвета» илсе килет, ĕç вĕçленсен каялла леçет. Кунсăр пуçне те ĕç нумай тупăнать ăна валли. Унăн машини вара яланах юсавлă, çула тухма хатĕр.

Источник: За победу

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17