Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Аликовский район Чувашской Республики
Поддержка сайта прекращена. Новый сайт находится по адресу http://alikov.cap.ru/

Публикации » Клуб алăкĕ çĕнĕрен уçăлчĕ

30.10.2018

Çĕнĕ самана тапхăрĕнче ял çыннишĕн пĕлтерĕшлĕ учреждени вăл культура çурчĕ пулса тăрать ĕнтĕ. Çавăнпа та ялта пурăнакансем ăна упраса хăварма тăрăшаççĕ, çуккисем çĕнĕрен культура вучахне чĕртме майсем шыраççĕ. Чăнах та, клуб пурри питех те аван.

Кĕçĕнтăвансем, акă, вăл пурришĕн хăпартланаççĕ. Кăçалхи ялта культура çурчĕ çĕнетес ĕçе кашни тенĕ пекех тÿпе хывнă. Малтанах ăшă пăрăхĕсене улăштарассипе тимленĕ, кăçал шалта тĕппипех юсаса çĕнетме палăртнă. Шутланине пурнăçланă.

Юсав ĕçĕсене «Пĕчĕк Тăван çĕршывăн культури» «Единая Россия» парти проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланă. Пурлăхпа техника никĕсне вăйлатма 440550 тенкĕ уйăрнă, çав шутран вырăнти бюджетран 40050 тенкĕ, республика бюджетĕнчен - 24030, федераци бюджетĕнчен 376470 тенкĕ килнĕ.

Шăпах иртнĕ эрнекун Кĕçĕн Тăванта культура çурчĕ хăйĕн алăкĕсене çĕнĕрен уçса ячĕ. Ял-йыш та, чĕннĕ хăнасем те чылаййăн пухăннă. Пысăк уяв хатĕрленĕ кунта. Çак ятпа саламлама тата хĕрлĕ хăйăва касма район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Валерий Афанасьев, культура секторĕн заведующийĕ Людмила Степанова, Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Васильев тата Свердлов ячĕллĕ хуçалăха ертсе пынă Иван Измайлов хутшăнчĕç.  Колхоз тапхăрĕнче çĕкленнĕ çурта çĕнĕрен юсаса çирĕплетмесĕр май çук паллах. Çавăнпа та Иван Евдокимович кунти ĕçе хутшăнмасăр иртеймен. Вăл «МСО «Аликовская» организаци ĕçченĕсен прорабĕ вырăннех пулнă тейĕн. Пĕтĕмпех унăн куçĕ умĕнче пулса иртнĕ юсав ĕçĕсем. 

Александр Куликов тата Валерий Афанасьев та пуçаруллă ял-йыша çак уявпа саламларĕ. Малашне те клуб çурчĕ тĕрлĕ концертпа, хăйĕн тасалăхĕпе, илемĕпе халăха йышăнасса шаннине палăртрĕç.

Камăн-ха ăшă та çĕнĕ, илемлĕ клуба кĕрсе курас килмĕ; Çавăнпах пурте шалалла васкарĕç. Вĕсене вара «Тăванлăх» ушкăн тата пирĕштисем кĕтсе илчĕç. Ара, йăли çапла-çке.

Кирек хăш кил-çуртăн та «хуçи» пур. Çутăран та çутă, тасаран та таса фойе, зал тата ытти пÿлĕмсем кашнинех хăйĕн ытамне илчĕç. Ку ялти Илья Дмитриевăн ал ĕçĕсем курава йыхравларĕç килнисене. Вăл алмаз тĕррисене хатĕрленĕ иккен. Çакна арçын туни кама-ха тĕлĕнтермĕ. Эппин, çак ял арçыннисем пÿрт лартма çеç мар, тĕрĕ тĕрлес ĕçре те пултаруллă. Унсăр пуçне Юрий Бурмистровăн ÿнер тĕнчи те мĕнлерех илĕртет. Çавăн пекех чылай çул «Тăванлăх» ушкăн тата клуб çĕнсе илнĕ Хисеп, Тав хучĕсем те стенд çинче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Куравсене пăхса çаврăннă хыççăн зала васкарĕç килнисем. Унта вара çутă та пысăк сцена, илемлĕ те пуян карăсем. Аппаратура тĕлĕшĕнчен те чухăн мар-ха клуб. Светлана Матьянова клуб заведующийĕ палăртнă тăрăх, çĕнĕ çуртра çĕнĕ артистсем хутшăнчĕç çав кун. Александр Куликов ял çыннисене сцена çинче клуб уçăлнă ятпа тепĕр хут саламларĕ. Çавна май Элĕк - Кĕçĕн Тăван çулне килес çул асфальт сарассине хыпарларĕ. Ăна валли проект туса хатĕрленине пĕлтерчĕ. Анатолий Васильев клуба юсаса çирĕплетме ытларах тÿпе хывнисене те ятранах асăнчĕ, тав сăмахĕ каларĕ. Халăх та аякра юлманни савăнтарать.

Концерта хутшăнакансем парнесемсĕрех килмен-ха тата. Унпа пĕрлех юрри-ташши те туллиех пулчĕ. Кĕçĕнтăвансем Тенири, Тавăтри, Ураскилтри, Шураçри тата Элĕкри пултарулăх ушкăнсене хапăлласах йышăнчĕç. Пĕчĕккисем те вăтанмарĕç сцена çине тухма. «Тăванлăх» ушкăн та  юррисемпе паллаштарчĕ.

Ялта ырă улшăнусем пулни çитĕнекен ăрушăн та пĕлтерĕшлĕ.

Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Аликовский район Чувашской Республики
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
http://alikov.cap.ru/