Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Аликовский район Чувашской Республики
Поддержка сайта прекращена. Новый сайт находится по адресу http://alikov.cap.ru/

Публикации » Проектсем пурнăçланаççĕ

30.10.2018

Ĕнер, октябрĕн 29-мĕшĕнче, район администрацийĕн акт залĕнче «Единая Россия» политика партийĕн Элĕк районĕнчи вырăнти уйрăмĕн XXIX конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район админис- трацийĕн пуçлăхĕ - партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Александр Куликов ертсе пычĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа Александр Николаевич тухса калаçрĕ. Вăл паянхи кун Чăваш Енре «Единая Россия» парти пуçарăвĕпе федераци шайĕнчи 14 проект ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. Вунă ытла проектран чылайăшĕ район шайĕнче туллин пурнăçа кĕрсе пынине палăртрĕ. «Пĕчĕк Тăван çĕршывăн культури» проект шучĕпе, тĕслĕхрен, Ехремкассипе Кĕçĕн Тăванти культура çурчĕсене çĕнетме май килнĕ.

«Ача-пăча спорчĕ» проектпа килĕшÿллĕн районта çулсеренех шкулсенчи спортзалсене çĕнĕ сăн кĕртеççĕ. Кăçал Вутланпа Тени шкулĕсем ку енĕпе субсиди илнĕ.

Çулсеренех политканашăн йышне çĕнетсе тăрасси йăлана кĕнĕ, çавăнпа та сасăлав йĕркипе усă курса кунта Крымсарайкка ял тăрăхĕн пуçлăхне Владимир Никонорова тата Вутлан шкулĕн директорне Людмила Никандровăна йышăнчĕç.

Пухăннисем Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн XXVII Конференцине хутшăнма Владислав Волковпа Светлана Железновăна суйларĕç.

Конференци ĕçне вĕçленĕ май парти ретне çĕнĕрен кĕнисене саламларĕç, ĕçре пултаруллисене Тав хучĕсемпе чысларĕç.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Аликовский район Чувашской Республики
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
http://alikov.cap.ru/