Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Аликовский район Чувашской Республики
Поддержка сайта прекращена. Новый сайт находится по адресу http://alikov.cap.ru/

Публикации » Çул йăнăшсене каçармасть

26.10.2018

Çын пурнăçĕн ытларах пайĕ çул çинчех иртет-ха. Çул вара паян этем кун-çулĕ умне хăрушлăх кăларса тăратакан тĕп фактор тесен те йăнăш пулмĕ. Раççейри статистика кăтартăвĕсем тăрăх, çĕршыври çулсем çинче кашни кун 100 çын вилет, çул-йĕр çинчи инкексене пула 35-40 пин çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Паллах, чуна çÿçентерекен цифрăсем кусем.

Элĕк салинче пурăнакансем, кунта килекенсем вара çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнаççĕ-и? Çак ыйтăвăн хуравне тупас тĕлĕшпех ĕнер, район центрĕнче пасар пулнă кун, ятарласах сăнав ирттертĕм. Уйрăмах шиклĕх çуратакан, автотранспорт йышлă çÿрекен вырăнта çынсем, водительсем çул-йĕр правилисене мĕнле пăхăннине сăнарăм.

«Центральнăй» лавкка енчен чиркÿ еннелле каçма çуран çÿрекенсене валли ятарлă вырăн çук. Çавăнпах ĕнтĕ нумай чухне кунта çуран утакансемпе водительсем «хăшĕ малтан ĕлкĕрет» принципа тĕпе хураççĕ. Уйрăмах кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче тата шкулта уроксем пĕтнĕ хыççăн тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем çул урлă каçнă чухне шиклĕх çуралать. Аслăрах ÿсĕмри пĕр ватă вара автобуспа кайма билет туянмлли укçана çул урлă каçнă вăхăтра пуçне пĕксех шутласа пычĕ.

Çав вăхăтрах çуран çÿрекенсем чиркÿ енчен нумай хваттерлĕ çуртсем патнелле каçнă чухне те ятарлă вырăнпа усă курманнине пĕрре мар асăрхарăм. Водительсем хушшинче те çуран çÿрекене ятарлă вырăнта та каçарманнине те куртăм. Шăп та шай çак сăлтавсем ĕнтĕ нумай чухне инкек патне илсе çитереççĕ те. «Вурнарский» районсем хушшинчи çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Геннадий Казыкин пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çулхи январь-октябрь уйăхĕпе танлаштарсан Элĕк районĕнче кăçал лару-тăру çивĕчленнĕ.   2018 çулта 17 авари регистрациленĕ, вĕсенче 24 çын суранланнă, вĕсен шутĕнче ача та пур. Аварисенчен ытларахăшĕ республика пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче пулнă.

Çул-йĕр çинче инкексен шучĕ нумайланнин пĕр сăлтавĕ вăл - çынсем хушшинче автотранспрт туянасси ÿсни. 2012 çултанпа танлаштарсан транспорт хатĕрĕсен шучĕ Элĕк районĕнче  палăрмаллах йышланнă. Ултă çул каялла 2 пин ытларах автотранспорт регистрацинче шутланнă пулсан, паян ку кăтарту 4 пин урлă каçнă. Енчен те темиçе çул хушшиче туяннă техникăна пĕр рете лартса тухас пулсан темĕн вăрăмĕш черет йĕркеленмелле.

 Район хаçатне вулакана тепĕр статистикăпа та паллаштарасшăн. Элĕк районĕнче пулса иртекен инкексен пĕрремĕш сăлтавĕ вăл - водительсем хăвăртлăх йĕркине пăхăнманни. Иккĕмшĕ - çул çине тухсан хăрушсăрлăх пиçиххине çыхма манни. Чи пăшăрхантараканни вара - тĕрлĕ ÿсĕмри ачисене те çак йĕркене пĕчĕкренех хăнăхтарманни. Виççĕмĕш сăлтав - эрех-сăра сыпнă хыççăн автотранспортпа çула тухни. Ку енĕпе вара юлашки вырăнта çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнманни тăрать район центрĕнче ятарласа вĕсене валли уйăрнă тротуарпа утманни, палăртнă вырăнта çул урлă каçманни. Уйра аслă çулпа утнă чухне те çуран çÿрекенĕн çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнмалла, çул айккипе çеç утмалла. Каçхине çул çинче утнă чухне водителе аякранах асăрхама пулăшакан çутатакан ятарлă паллă çакмалла е тум тăхăнмалла. Çак ансат йĕркене пăхăнманранах иртнĕ тапхăрта водительсем çуран çÿрекен 3 çын çине кĕрсе кайнине регистрациленĕ. Аманнă çынсене сиплев учрежденийĕсене илсе çитернĕ.

Çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн штраф санкцийĕсене çирĕплетни те, ку тĕлĕшпе темĕн тĕрлĕ профилактика мероприятине ирттерни те лару-тăрăва улăштараймĕ. Енчен те автомобиль рулĕ умне лараканăн, велосипед педальне çавăраканăн, мотоцикл газне пусаканăн, çул урлă каçаканăн пуçĕнчи «полицейски» йĕркене пăхăнмаллине асăрхаттармасан.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Аликовский район Чувашской Республики
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
http://alikov.cap.ru/