Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Аликовский район Чувашской Республики
Поддержка сайта прекращена. Новый сайт находится по адресу http://alikov.cap.ru/

Публикации » Спорт тĕлпулăвĕнче - ертÿçĕсем

23.10.2018

Октябрĕн 19-мĕшĕнче Шупашкар хулин Мускав çыран хĕррийĕ ир-ирех массăллă спорт лапамĕ пулса тăнă. Кунта, çĕнелнĕ çĕрте, Чăваш Енри влаç органĕсен тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем тĕл пулнă.

Спорт тĕлпулăвне хутшăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Вăл хăйĕн кунне ирхи физкультурăран пуçласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Михаил Васильевич ĕçтешĕсене сывă пурнăç йĕркине анлăрах сарассипе тăрăшнăшăн тав тунă, спортри хастарлăх сывлăха упрама кăна мар, ĕçри пултарулăха ÿстерме, професси ĕçĕ-хĕлĕнче тухăçлăрах вăй хума пулăшнине палăртнă.

Çакна каламалла, Чăваш Ен хулисемпе районĕсен хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисем республика тĕп хулине Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ канашлура тĕл пулма, çавăн пекех республикăри Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессине хутшăнма пухăннă. Çыран хĕррипе пĕрле чупни вĕсемшĕн спорт пулăмĕ кăна мар, çак территорин тирпей-илемĕпе паллашма та май панă.

Пĕрлехи хăнăху пынă вăхăтра спортăн тĕрлĕ тĕсĕсем пулнă: велосипедпа ярăнасси, чупасси, Скандинави мелĕпе утасси, йĕлтĕр-роллер хăнăхăвĕ. Ирхи тĕлпулăва хутшăннисем çыран хĕррин тĕпрен çĕнетнĕ пайĕн дистанцийĕпе те иртнĕ.

Пĕрлехи мероприятие хутшăннисенчен хăшĕ-пĕри Атăлăн çыранĕ тăтăшах хăнăхусем ирттермелли вырăн пулса тăнине палăртнă. Кунта ирхине Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева тĕл пулма пулать. Вăл йĕлтĕр-роллерпа е велосипедпа ярăнать. Медицина учрежденийĕсен коллективĕсен те Атăл хĕррине Скандинави мелĕ-пе утма тухасси йăлана кĕнĕ.

Пĕрлехи ирхи хăнăхăва Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов та хутшăннă. Вăл ытти районсенчи ĕçтешĕсемпе тата министерствăсен представителĕсемпе пĕрлехи чупăва та хутшăннă.

Александр Николаевич Атăл хĕрринчи лапам спорт занятийĕсене ирттерме лайăх пулнине ырласа пĕлтернĕ. Физкультура сывлăха çирĕплетме кăна мар, çĕнĕ куна ăнăçлă пуçлама май панине те палăртнă.

Н.СМИРНОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Аликовский район Чувашской Республики
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
http://alikov.cap.ru/