Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Аликовский район Чувашской Республики
Поддержка сайта прекращена. Новый сайт находится по адресу http://alikov.cap.ru/

Публикации » Чи лайăх дружинника палăртрĕç

12.10.2018

2014 çулта РФ Президенчĕ «Обществăлла йĕркелĕхе сыхлас ĕçе граждансене явăçтарасси çинчен» Федераци саккуне алă пуснăранпа совет тапхăрĕнче йĕркелĕх хуралçисене сахал мар пулăшу кÿнĕ ирĕклĕ халăх дружинисен пĕрлĕхне çĕнĕрен йĕркелеме пуçларĕç. 2015 çулта Чăваш Рспубликинчи пекех Элĕк районĕнче те халăх дружинин штабне туса хучĕç. Паян «Хурал» обществăлла организацире 10 дружинник шутланать. Тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем вĕсем.

Нумайăшĕ вĕсен тĕп тивĕçне аванах чухламасть-ха. Дружинниксем вара власть органĕсене обществăлла йĕркелĕхе сыхлас ĕçре пысăк пулăшу кÿреççĕ. Çавăн пекех кирлĕ пулсан Федерацин миграци службине, Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне пÿлессипе ĕçлекен, айăплава пурнăçлакан инспекцин Федераци службине пулăшу памаллине те саккунра çирĕплетнĕ.

Дружинникăн служби хăрушлăхпа çыхăнман, вĕсемшĕн профилактика ирттересси тĕп вырăнта. Хăйĕн ирĕкĕпе çак ĕçе хутшăнакан çынсем уявсенче, тĕрлĕ мероприятире полици сотрудникĕпе пĕрле йĕркелĕхе сыхлаççĕ. Йĕри-тавралли лару-тăрăва сăнаççĕ, мĕн те пулсан шанчăксăррине курсан кун çинчен полици сотрудникĕсене пĕлтереççĕ. Преступника хăйсем тĕллĕн тытса чарма пултараймаççĕ.  Çавăн пекех вĕсен хĕç-пăшал йăтса çÿреме, документсене тĕрĕслеме ирĕк çук. 2018 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче    районти ирĕклĕ халăх дружинникĕсем право хуралĕн ĕçченĕсемпе пĕрле 19 мероприятире çынсене сыхлăхпа тивĕçтернĕ. Обществăлла йĕркелĕхе сыхланă чухне полици сотрудникĕсемпе пĕрле административлă майпа йĕркене пăснă 3 çынна тытса чарнă. Çитменнине тата вĕсем çумне саккуна пăснăран полици пайĕнче çул çитменнисен инспекцийĕнче сăнавра тăракан ачасене те çирĕплетнĕ. Вĕсемпе курнăçса профилактика ирттермеллине палăртнă.

Районсенчи дружинниксен ĕç-хĕлне Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви сăнасах тăрать. Кăçалтан Чăваш Енри чи лайăх дружинника палăртас тĕлĕшпе пĕрремĕш хут конкурс ирттерет. Унăн районти тапхăрĕ октябрĕн 10-мĕшĕнче «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче иртрĕ те ĕнтĕ. «Хурал» обществăлла организацин ирĕклĕ халăх дружинникĕсен тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухма тиврĕ. Чи малтанах халăх дружинникĕсем хăйсен ĕç-хĕлне çирĕплетнĕ нормативлă право акчĕсене, тивĕçĕсене мĕнле пĕлнине палăртас тĕлĕшпе тест ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Ун хыççăн пĕрремĕш медицина пулăшăвне парассипе теори пĕлĕвне тĕрĕслерĕç тата практика ĕçĕнче кăтартрĕç. Дружинник çан-çурăм тĕлĕшĕнчен пиçĕ пулни те пĕлтерĕшлĕ-çке. Çавăнпа та вĕсен ГТО нормативĕсене те пурнăçлама тиврĕ. 

Районти полици пайĕн начальникĕн çумĕ Евгений Андреев, тĕп больницăн врачĕ Сергей Ефимов, «Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕн çумĕ Сергей Леонтьев туллин хак пачĕç.

Кĕрешÿре дружинниксен командирĕ Эрик Вонифатьев «Районти чи лайăх дружинник» ята тивĕçрĕ, чи пысăк балсем пухрĕ. Сăмах май, Владимир Елизаровăн çĕнтерÿçĕ ята илме темиçе балл çеç çитеймерĕ. Виççĕмĕш вырăнта Эльвира Кузьмина пулчĕ. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе чысларĕç.

Çитес тапхăрта Элĕк район чысне Шупашкарта Эрик Александрович хÿтĕлĕ те.

Татьяна ГОРДЕЕВА, район администрацийĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Аликовский район Чувашской Республики
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
http://alikov.cap.ru/