Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Красноармейский район Чувашской Республики

Публикации » Именкассинче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ

26.06.2018

Республика кунӗ Трак тӑрӑхӗнчи Именкассисемшӗн ҫӗнӗ ФАП хута кайнипе асра юлӗ. Мероприятие ЧР Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов, Красноармейски район пуҫлӑхӗпе Олег Димитриевпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов, ытти сумлӑ хӑна хутшӑнчӗ.

Михаил Игнатьев Именкассисене Республика кунӗпе тата фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ паянтан хӑйӗн алӑкӗсене яриех уҫнӑ ятпа саламларӗ. Ял ҫыннисен ячӗпе Вера Михайлова республика ертӳлӗхне медицина учрежденине тума пулӑшнӑшӑн тав турӗ. Ял ҫыннисемшӗн ку ҫав ҫав тери кӗтнӗ парне, ара сывлӑх чи хакли-ҫке.

Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн ФАП заведующийӗ Надежда Владимирова пухӑннисене ҫӗнӗ ҫурта кӗрсе курма чӗнчӗ. Асӑннӑ пункт 4 ял халӑхне, 400 ытла ҫынна тивӗҫтерӗ. Тӗплӗнрех "Хыпар" хаҫатӑн черетлӗ кӑларӑмӗнче вуласа пӗлме пулӗ.

Варвара ВЛАДИМИРОВА, Именкассинче пурӑнакан:
- Чун-чӗререн кӗтнӗ эпир ҫак уява, вӑл пире ҫӗнӗ ҫурт парнелерӗ. Кӗтсе илтӗмӗр ав. Эпир телейлисен ретӗнче халӗ. Чирлекенсем кирек ӑҫта та пӗрех пур. Пирӗн акушерпа фельдшер пункчӗ маларах кивӗ ҫуртра хӗсӗнетчӗ. Условисем начарччӗ унта. Газ ҫукчӗ, сивӗччӗ. Шывӗ ҫукчӗ, аякран ӑсса килмеллеччӗ. Ҫак ҫуртра ӗҫлекенсен ӗмӗрӗ вӑрӑм, сипленекенсен сывлӑхӗ ҫирӗп пултӑр.

Источник: "Хыпар"

Красноармейский район Чувашской Республики
429620,Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д.35
Телефон: 8(83530) 2-12-15
http://krarm.cap.ru/