Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Публикации » Сыхлăх кирлех: прививка грипран пулăшĕ

07.11.2017

Кăçал Чăваш Енре 528 пин çын, республикăра пурăнакансен 42 проценчĕ, грипран прививка тутарнă. Çакна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ планеркăра сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов пĕлтерчĕ.

Пысăк кăтарту, çакна Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов та çирĕплетрĕ: «Кунашкалли Чăваш Ен историйĕнче те пулман…» Апла пулин те Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская сисчĕвлентерекен саманта палăртрĕ: предпиятисем ĕçлекенсене хăйсен шучĕпе прививка тăвассипе çыхăннă ĕç-пуç япăх-мĕн. Темиçе предприяти кăна çакăн валли тăкакланма килĕшнĕ.

Грипп, ОРВИ чирĕсем, Владимир Викторов палăртнă тăрăх, республикăна чÿк уйăхĕн иккĕмĕш çурринче çитме пултараççĕ. Çапах ку эпидеми чи вăйлă сарăлнă тапхăр пулмĕ-ха. Надежда Луговская асăрхаттарчĕ: чи усал тапхăр кăрлач вĕçĕнче, нарăс пуçламăшĕнче пулĕ — сыхлăх кирлех.

 

Николай КОНОВАЛОВ.

Источник: "Хыпар"

Информация с сайта: http://hypar.ru/cv/syhlah-kirleh-privivka-gripran-pulashe

Министерство здравоохранения Чувашской Республики
428004, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.17
Телефон: (8352) 62-35-94
http://medicin.cap.ru