Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Красноармейский район Чувашской Республики

Публикации » Республика Пуçлăхĕ ĕçшĕн тÿлемелли сăрă схемăна пĕтерме ыйтнă

17.05.2017

Паян, çу уйăхĕн 17-мĕшěнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ тата Красноармейски районĕсенче çурхи ĕçсене еплерех йĕркеленипе кăсăкланнă.

Республика Пуçлăхĕ АПК организацийĕсен ертÿçисене тĕрлĕ шайри пуху-канашлура вĕсене ытларах туса илме пĕрмай чĕнсе калать. Мĕншĕн тесен асăннă культурăсене сутса тупăш тыр-пултан чылай ытларах тума пулать. Чăваш Енре вĕсенчен услам нумай илекенсенчен пĕри — А. Хорошавин хуçалăхĕ. 2016 çулта кунта çу юхтармалли йĕтĕн — 460, çурхи рапс — 430, кĕрхи шăпкан /рыжик озимый/ 400 гектар йышăннă. «Иртнĕ çул рапс рентабельноçĕ 50% пулчĕ, тĕш тырă культурисенчен самай ытларах», — тенĕ ХФХ ертÿçи.

Республика Пуçлăхĕ унта ĕçлекенсен шалăвĕпе кăсăкланнă. Иртнĕ çул вăл кашни уйăхра вăтамран 6542 тенкĕпе çеç танлашнă. Ку Чăваш Енри бюджет тытăмĕн тулашĕнче вăй хуракансен вăтам ĕç укçи виçинчен те сахалрах. М. Игнатьев сăлтавне пĕлесшĕн пулнă. «Кашни уйăхра ĕç укçи тÿленипе пĕрлех преми паратпăр», — тенĕ фермер. Анчах ăна бухгалтери кашнин счечĕ çине куçарать-ши е конверта чиксе алăран тыттарать-ши — ăнлантарса паман. ЧР Пуçлăхĕ ĕçшĕн тÿлемелли сăрă схемăна пĕтерме ыйтнă.

Ака пĕтĕмлетĕвĕпе ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Павлов паллаштарнă. Çу уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен мĕн пур лаптăкĕн 50,9% кăна акнă. Республикăн вăтам кăтартăвĕ — 58,2%. М. Игнатьев уй-хир ĕçĕсене хăвăртлатма ыйтнă.

Красноармейски районĕнче ĕçе лайăхрах йĕркеленĕ. Çуртрисен лаптăкĕн 63% акнă. Михаил Игнатьев «Таябинка» хуçалăхри ĕçсене те тишкернĕ. Пĕлтĕр кĕрхи культурăсене 1266 гектар акса хăварни республика ертÿçине савăнтарнă. Елена Николаева агроном акана çак кунсенчех пĕтерме палăртнине пĕлтерчĕ.

«Красное Сормово» обществăра та ăна паян-ыран вĕçлĕç. Унта акана палăртнă вăхăтра вĕçлеме чаракан пĕр чăрмав та çук. Общество ертÿçи Святослав Иванов вĕр çĕнĕ техника тырă акнине уя кĕртсе кăтартнă, механизаторсем агротехнологие пăхăнса ĕçленине тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. М. Игнатьев С. Иванова ял тăрăхĕнчи килти хуçалăхсенчен сĕт пухса завода турттарма сĕннĕ. «Красное Сормово» ертÿçи ку ыйтăва çак кунсенчех сÿтсе явма шантарнă. ЧР Пуçлăхĕ республикăри тупăш сахалрах тăвакан хуçалăхсене обществăран ырă тĕслĕх илме чĕнсе каланă.

Источник: "Хыпар"

Красноармейский район Чувашской Республики
429620,Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д.35
Телефон: 8(83530) 2-12-15
http://krarm.cap.ru/