Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Красноармейский район Чувашской Республики

Публикации » Трак енсем те савăнăçлăн паллă турĕç

12.05.2017

(Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Трак енре пурăнакансем те Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 72 çул çитнине савăнăçлăн паллă турĕç)

Кăçалхи майăн 9-мĕшĕ сивĕ те нỹрĕ çанталăк илсе килчĕ. Апла пулин те уява пуçтарăннă халăхăн кăмăлне пăсас темерĕ пулас вăл, кăнтăрлаччен пĕлĕтсем хыçĕнчен савăк хĕвел те ялкăшса илчĕ. Красноармейски ялне уяв сăнĕ çапнă. Район центрĕн тĕп урамĕнче — Ленин урамĕнче тĕрлĕ тĕслĕ ялавсем, шарсем вĕлкĕшеççĕ. Иртнĕ вăрçăра вилнисене асăнса район центрĕнче лартнă Монумент патĕнчен юрă-кĕвĕ шăранать. 11 сехет çывхарать. Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене лартнă çăмăл автомашина çамрăк армеецсен чĕрĕ коридорĕ витĕр Монумент патнелле çывхарать. Ун хыççăн параппанçăсем, ĕç çынни коллективĕсен представителĕсемпе Трак тăрăхĕнчи шкулсенче вĕренекенсен колоннисем пыраççĕ. Монумент патне Çĕнтерỹ ялавне илсе кĕреççĕ. Митинга район пуçлăхĕ О. Димитриев уçать. — Паян — чăн-чăн уяв. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 72 çул çитрĕ. Çак праçнике Владивостокран пуçласа Калининград таранах анлăн паллă тăваççĕ. Ăна чикĕ леш енчи туссем те уявлаççĕ. Çăмăл килмерĕ пирĕншĕн иртнĕ ĕмĕрти чи хаяр та калама çук йывăр вăрçă: вăл 27 миллион çыннăн пурнăçне татрĕ. Паянхи çак çутă тỹпешĕн пурнăçне хунă паттăрсем ĕмĕр-ĕмĕр асра юлĕç, — терĕ Олег Васильевич. Вăл савăнăçлă митинг уçăлни çинчен пĕлтерет. Раççей Федерацийĕн Гимнĕ янăранă хыççăн сăмах район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков илет. — 1418 куна пынă Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи вăрçă. Трак енре пурăнакансем те Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй-халне шеллемен. Вăрçă пуçлансан тепĕр куннех, июнĕн 23-мĕшĕнче, 18-ăн, июнĕн 24-мĕшĕнче 16 вăй питти çын фронта тухса кайни паллă. Тыл ĕçченĕсем те “Пĕтĕмпех — фронта валли, пĕтĕмпех — Çĕнтерỹ валли” девизпа çĕрĕн-кунĕн тар тăкнă. Вăрçă хирĕнче выртса юлнă, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă пин-пин салтакăн ячĕ пирĕн чĕресенче упранĕ, — палăртрĕ Сергей Львович. Уявра ЧР Пуçлăхĕпе Правительстви ячĕпе Красноармейскисене пирĕн район кураторĕ, ЧР вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. Кудряшов, “ТУС” ХАОн генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧНК президенчĕ Н. Угаслов, ĕçпе вăрçă ветеранĕ И. Софронов (Вутлан) сăмах илчĕç, салам сăмахĕсем каларĕç. — Вутлан ялĕнчен иртнĕ вăрçа 80-ăн тухса кайрĕç, шел, 40-шĕ çеç тăван килне таврăнчĕç. Çапах эпир çĕнтертĕмĕр, — терĕ Иван Софронович. Митингра пулнисем вăрçă хирĕсенче пуç хунисене асăнса пĕр минут хушши шăп тăчĕç. Райцентрти шкулсенче вĕренекенсем Аслă Çĕнтерĕве халалланă сăвăсем вулаççĕ, юрă-кĕвĕ янăрать. Унтан Монумент умне ĕç çынни коллективĕсем чечек кăшăлĕсем хураççĕ. “Вилĕмсĕр полк” утса иртет. Ачасемпе çулланнă çынсем вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă аслашшĕсен, мăн аслашшĕсен сăнỹкерчĕкĕсене йăтса утрĕç. Шкулсенчи çамрăк армеецсен парачĕ те уява илем кỹчĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ шарсем тỹпенелле вĕçсе хăпараççĕ. Митинг хыççăн ветерансем Трак вăтам шкулĕн столовăйĕнче салтак пăтти тутанса пăхрĕç, вĕсем вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи çăмăл мар вăхăта аса илчĕç. Кăнтăрла иртсен çумăр çунине пăхмасăр Çĕнтерỹ Паркĕнче уяв концерчĕ иртрĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Красноармейский район Чувашской Республики
429620,Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д.35
Телефон: 8(83530) 2-12-15
http://krarm.cap.ru/