Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Крымзарайкинское сельское поселение Аликовского района

Публикации » Командăпа штаб вĕренĕвĕ иртет

17.03.2017

017 çулхимартăн 22-24-мĕшĕсенче Элĕк районĕнче Командăпа штаб вĕренĕвĕ иртет. Ăна районти мĕн пур вăйсене тата хатĕрсене усă курса гражданла оборона тĕлĕшĕнчен, чрезвычайлă лару-тăру çинчен асăрхаттарас тата ăна сирес, пушар тата шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе тĕп мероприятисене йĕркелемелли Планпа килĕшÿллĕн ирттереççĕ. Вăл «Чрезвычайлă лару-тăру пуçланас хăрушлăх пур е кун пек лару-тăру пуçланнă пулсан Чăваш Республикин чрезвычайлă лару-тăру çинчен асăрхаттаракан тата ăна пĕтерекен Пĕрлехи патшалăх тытăмĕн Территорилле звеносен объекчĕсен тата Элĕк районĕнчи вăйсемпе тата хатĕрсемпе усă курса управлени органĕсемпе пĕрле ĕçе йĕркелесси. Районти гражданла сыхлăха паянхи хатĕрсене усă курса мирлĕ пурнăçран вăрçă тапхăрне куçарасси» темăпа пулать.

Л.НИКИТИНА,

районти Чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен комиссин председателĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Крымзарайкинское сельское поселение Аликовского района
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58