Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Крымзарайкинское сельское поселение Аликовского района

Публикации » Вăрçă ветеранĕ - 90-ра

16.03.2017

   Иртнĕ кунсенче Кураккасси ялĕнче пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ Владимир Петрович Петров 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Юбиляра район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Зиновий Федоров тата социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева саламларĕç. Хисеплĕ ватта вĕсем Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн саламне вуласа пачĕç.

   В.Петров 1949-1951 çулсенче Севастополь хулинче Хура тинĕс флотĕнче службăра тăнă, унтан таврăнсан хуçалăхра вăй хунă. Владимир Петровичпа Мария Романовна 4 ывăлпа 6 хĕре çуратса ÿстернĕ. Шел пулин те, иртнĕ çулта вăрçă ветеранĕн мăшăрĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Апла пулин те ватă пуçне усмасть, пурнăçпа тан пыма тăрăшать. Ăна паянхи кун 20 мăнукĕпе 8 кĕçĕн мăнукĕ савăнтарса тăраççĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Крымзарайкинское сельское поселение Аликовского района
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58