Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Крымзарайкинское сельское поселение Аликовского района

Публикации » Йĕлтĕр çине тăватă çулхи те, çитмĕлтен иртни те тăрать

22.02.2017

Раççей шайĕнче иртекен «Йĕлтĕр йĕрĕ – 2017» пирĕн республикăра та чăн-чăн спорт уявĕ пулса тăчĕ, Чăваш Енре 60 пине яхăн çынна йĕлтĕр сыртарчĕ. Спорт уявне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. «Паян пĕтĕм Раççей старта тухать. Эпĕ кашни çулах уява ачисемпе, юлташĕсемпе, аслашшĕ-асламăшĕпе пĕрле тухакансене тав тăватăп. Пирĕн патшалăх политики сывă, вăйлă, талантлă, мал ĕмĕтлĕ çынна çитĕнтерме палăртать», - пĕлтерчĕ Михаил Васильевич.

Шăматкун Элĕксем те «Йĕлтĕр йĕрĕ» мероприятие ирттерме яланхи пекех Васильевски тăвĕ çине пухăнчĕç. Хавас кăмăл, уяр çанталăк, çĕкленÿллĕ юрă-кĕвĕ – пурте пулчĕ уяв лапамĕнче. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликовхутшăнчĕç. «Кăçал пĕтĕм Раççейĕпе 35-мĕш хут иртекен ăмăрту пирĕншĕн те йăлана кĕнĕ спорт уявĕ пулса тăчĕ. Пурне те старта ăнăçлă тухма сунатăп, хавас кăмăл пултăр», - саламларĕ Александр Николаевич пухăннисене. «Паянхи ăмăртусем сывă пурнăç йĕркине аталантарма пулăшаççĕ, тĕрлĕ ăрури çынсене пĕрлештереççĕ. Пурне те хавас кăмăл, çирĕп вăй-хăват сунатăп», - хушса каларĕ Наталья Юрьевна.

Тĕрĕссипе, шăматкунхи спорт кунĕ икĕ мероприятие пĕрлештерчĕ. Раççейĕпе 12 сехетре пуçланакан «Йĕлтĕр йĕрĕччен» Элĕксем çемьесем хушшинче ăмăрту ирттерчĕç. Хальхинче çемье командисем «Единая Россия» политика партийĕн Элĕк районĕн вырăнти уйрăмĕн парнисемшĕн ăмăртрĕç. Чи малтанах çемье командисем 10 çул тултарман ачасемпе старта тухрĕç. Кунта финиша пуринчен те малтан Юнтапа ял тăрăхĕнчи Кондратьевсен çемйи çитрĕ. Хыççăнах Ехремкасси ял тăрăхĕнчи Ефремовсем тата Ураскилтри Убасевсем палăртнă дистанцисене парăнтарчĕç.

10-14 çулхи ачасемпе хутшăнакансем хушшинче те ăмăрту çивĕч иртрĕ. Çĕнтерĕве Йăлкăшри Павловсем алăран вĕçертмерĕç. Сăмах май, Павловсен çемйи çулсеренех республикăра иртекен ăмăртусене хутшăнать. Нумаях пулмасть Шупашкарта йĕркеленĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнчен çĕнтерÿпе таврăнчĕç вĕсем. Çемье пуçĕ Алексей Васильевич шучĕпе, ачасене ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тăтăшах старта кăлармалла, ун пек чухне республика шайĕнче те Элĕксен çитĕнĕвĕсем чылайрах пулĕç. Иккĕмĕш вырăна Андреевсем тухрĕç пулсан, виççĕмĕшĕнче – Ефремовсем. Ку çемьесем Элĕк ял тăрăхĕн чысне хÿтĕлерĕç.

Кăнтăр вăхăчĕ çитсен «Йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту старт илчĕ. Чи малтанах VIP-чупу пуçланчĕ. Районти тĕрлĕ организацисемпе предприятисен ертÿçисемпе вĕсен çумĕсем икĕ километрлă дистанцие парăнтарчĕç. Арçынсем хушшинче Мăн Ямаш вăтам шкулĕн директорĕ Олег Данилов çĕнтерÿçĕ пулчĕ, ун хыççăн Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Васильев тата Элĕкри «Централизациленĕ клуб тытăмĕ» учрежденин директорĕ Иван Никифоров çитрĕç. Хĕрарăмсене те ăмсанмалли çеç юлать. Хальхинче пьедестал çине Тени вăтам шкулĕнчи Клара Мурзакова, Элĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕпе кĕрешекен ветеринари станцийĕнчи Лариса Львова тата «Единая Россия» партин вырăнти комитечĕн ертÿçи Светлана Железнова хăпарчĕç.

Пилĕк çула çитмен ачасем хушшинче те ăмăрту ирттерме палăртнăччĕ, анчах та кăçал ку йышра пĕр Иван Гаврилов çеç пулчĕ. Питĕшкассинчен ятарласа амăшĕпе килнĕскер çур çухрăма ним шикленмесĕрех парăнтарчĕ. Паллах, чи малтан çитрĕ. Тĕрĕссипе, трасса çинче ăна чăрмантаракан та пулмарĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: ăмăртăва хутшăнакансем хушшинче Ваня чи кĕçĕнни пулчĕ, вăл 4 çулта кăна-ха.

Чи аслисем хушшинче Кураккассинчен килнĕ Земфира Григорьева пулчĕ. Спорт уявне йăл кулă парнелекенĕ, илем кÿрекенĕ тесе калас килет ун пирки. 71 çул тултарнине никамран та пытармарĕ кинемей. Старта тухичченех хăйĕн тавра çын пуçтарма пултарчĕ. Пĕрисен чăваш тумне тăхăннă, йĕлтĕр сырнă кинемейпе сăн ÿкерттерес, теприсен вара чăн-чăн йĕлме йĕлтĕре алăпа тытса курас килчĕ. Земфира Григорьева каланă тăрăх, йĕлтĕрне 40-мĕш çулсенчех туса хатĕрленĕ, халĕ те çирĕппипех. Хальхи йĕлтĕрсенчен сарлакарах пулни курăнать. Финиша килсен çакăн çинчен пăшăрханарах каларĕ те кинемей, ансăр йĕлтĕр йĕрĕ тăрăх шума хĕсĕкрех иккен. Чăрмава пăхмасăр икĕ çухрăма парăнтарма пултарчех.

Çак кун тĕрлĕ çулхисем старта тухрĕç. Аслисемпе пĕрле шкул ачисем те ăмăртăва хутшăнса пĕр-пĕрне савăк кăмăл парнелерĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем ятарлă парнесемпе дипломсене тивĕçрĕç.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Крымзарайкинское сельское поселение Аликовского района
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58