Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Красноармейский район Чувашской Республики

Публикации » Красноармейски районĕ 82 çул тултарчĕ

17.01.2017

Кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Трак тăрăхĕ 82 çул тултарнине халалласа районти культура çуртĕнче хаваслă уяв иртрĕ. Фойере йĕркеленĕ “Савнă çĕрĕмçĕм, Трак ен” кĕнеке выставки, А. Казаков ỹнерçĕн, И. Иванова, П. Евграфов ал ăстисен куравĕ хăй тавра чылай çынна пухрĕ, пултаруллă ăстасен ĕçĕсемпе чылайччен киленме май пачĕ. Уяв Н. Никоноров тăм шăхличĕпе халăх кĕввине вылянипе пуçланчĕ. Пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем йăхран йăха куçса пыракан юрăсем шăрантарнă, кĕвĕсем вылянă, халăх пуянлăхне вĕсем паянхи куна çитерме пултарнă... Апла пулсан пирĕн те çак тапса тăракан çăл куçа типсе ларма парас марччĕ, малалла та хамăр ачасене, мăнуксене вĕрентсе пырасчĕ, иксĕлми пуянлăха упрасчĕ... “Тракка мучин халапĕ” инсценировка шăпах çак шухăша палăртрĕ, залра ларакансене 16 ĕмĕре илсе çитерчĕ. Тракка мучие сырса илнĕ ачасем тăван тăрăхăн историйĕ, пуянлăхĕ тавра сăмах ячĕç. Çуралнă кĕтесе, çут çанталăка юратмаллине, хисеплемеллине тепĕр хут çирĕплетрĕç вылякансем. Историрен: Красноармейски районне 1935 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче йĕркеленĕ. 1940 çулхи августăн 16-мĕшĕччен вăл Трак районĕ ятпа çỹренĕ. Района туса хурасси çинчен Чăваш АССР Ĕç тăвакан Тĕп Комитечĕн Президиумĕ 1935 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче Постановлени кăларнă (ăна Раççей Ĕç тăвакан Тĕп Комитечĕн Президиумĕ çав çулах январĕн 25-мĕшĕнче çирĕплетнĕ). Унта Çĕрпỹ, Элĕк тата Вăрнар районĕсенче пулнă ялсем кĕнĕ (Трак ен.— Красноармейски, 2000. — 286 с.). Красноармейски гимнĕпе сцена çине район пуçлăхĕ О. Димитриев тухрĕ. “Район 82 çул тултарчĕ. 82 _ сумлă çул, çапах та тăван тăрăх çамрăклансах пырать. Пĕтĕмĕшле илсен, çамрăк çемьесем тĕвĕленсех пыраççĕ, ачасем те йышланни савăнтарать. Кăçал Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май, Чăваш Ен пуçлăхĕ М. Игнатьев çемье тĕрекне аталанма, вăйлатма май парасса шанатпăр. Красноармейски районĕ паллă çынсемпе пуян. Малашне те тăван тăрăха çỹлелле çĕклесчĕ, унпа мухтанасчĕ. Уяв ячĕпе саламлатăп, ăнăçу, вăй-хал сунатăп!” — терĕ Трак çыннисене Олег Васильевич. “Хисеплĕ ентешсем, Трак ен хăнисем! Район 82 çул хушшинче пысăк утăмсем турĕ, малалла аталанса та çирĕпленсе пырать. Ветерансене, тĕрлĕ вăхăтсенче район ертỹçисенче тăрăшнисене _ С. Железина, А. Никитина, С. Николаева, А. Александрова, А. Шестакова — тав сăмахĕ калатпăр. Малашне те пĕрле ĕçлесчĕ!” — уяв самантне малалла тăсрĕ Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков. Сергей Львович 2017 çул валли планланă ĕçсем пирки кĕскен паллаштарчĕ, Экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕпе те пухăннисене саламларĕ. “Атте-анне — çемье тĕрекĕ, çĕршывăмăр пуласлăхĕ. Çемьере юрату хуçалантăр, мĕншĕн тесен юратура телейлĕ ачасем çуралаççĕ. Ырлăх-сывлăх, телей сунатăп. Малалла та пĕрле пулар, района çỹлелле çĕклер!” — ырă сунчĕ С. Молотков. Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн аллинчен “За заслуги перед Красноармейским районом Чувашской Республики” медале З. Григорьева ĕç ветеранĕ илчĕ. Красноармейски район администрацийĕн Хисеп хутне Упи ял тăрăхĕн администрацийĕн специалист-экспертне А. Алексеевана пачĕç. Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсемпе “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн тĕп редакторне Н. Козлована, А. Николаевана (оператор), М. Романована (корректор) Красноармейски район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Район администрацийĕн Тав сăмахне Анаткасра пурăнакан В. Николаев, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн специалист-эксперчĕ М. Яковлева тивĕçрĕç. Красноармейски район администрацийĕн Тав хучĕсене вĕрентỹ ĕçĕнче, ỹсекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре чылай çул вăй хунă Трак шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литератури учительне Ю. Кузьминана, Красноармейски районĕнчи обществăлла ĕçе хастар хутшăннă уйрăм предпринимательсене — А. Афанасьева, А. Григорьевана, Л. Данилова, Г. Афанасьева (“Композит 21” ООО директорĕ), И. Дмитриева (“Автошвейпред” ООО директорĕ), С. Долганова (“Бакалейка” суту-илỹ çурчĕн директорĕ), Ю. Дурасова (“Чесла” ООО директорĕ), А. Жимкова (“Долина Плюс” ООО директорĕ), А. Львова (“Трак ен” ентешлĕхĕн председателĕ), А. Михайлова (“Агрофирма “Таябинка” ООО директорĕ), В. Петрова (“Бытовик” ХАО директорĕ), В. Трофимова (“Дормашсервис” ООО директорĕ), Д. Угаслова (“ТУС” ХАО _ “КЕТРА” завод” директорĕ), Н. Угаслова (“ТУС” ООО генеральнăй директорĕ), Ю. Феофанова (“Чесла — АСТ” ООО директорĕ) пачĕç. “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята Л. Капинос, В. Трофимов, Г. Яковлева, В. Никифорова, И. Петрова, А. Перепелкин, С. Петрова илчĕç. Трак тăрăхĕ пултаруллă хĕрсемпе тата каччăсемпе пуян пулни те савăнтарать. Акă, Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине 5 маттур яш-кĕрĕм тивĕçнĕ: Ф. Алексеев (ДЮСШ), А. Николаева (Трак шкулĕ), Ю. Терентьев (Трак шкулĕ), Л. Макарова (Красноармейски шкулĕ), А. Козлова (Трак шкулĕ). ЧР муниципаллă йĕркелỹсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ те С. Николаев Трак халăхне уявпа саламларĕ, ырлăх-сывлăх, вăй-хал, телей сунчĕ. “Паян Красноармейски районĕн хăйĕн герб, гимн пур. Малашне те хамăр тăрăха çỹлелле çĕклемелле пултăр!” — çĕнĕ çулта çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсем тума сунчĕ Станислав Андреевич. Ентешĕмĕр тĕп хуламăртан илсе килнĕ Хисеп хучĕсемпе Карай ял тăрăхĕн пуçлăхне Д. Платонова, Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхне Г. Михайлова, Красноармейски район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн хуçалăхпа эксплуатаци ушкăнĕн начальникне В. Петрова саламларĕ. Чăвашлăха упрас ĕçре ырми-канми вăй хуракан чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем И. Антоновапа (Трак шкулĕ) А. Никандрова (Карай шкулĕ), Н. Филиппова (районти культура çурчĕн менеджер-ертỹçĕ) Чăваш наци конгресĕн Хисеп хутне илме чыс турĕç. Ăшă сăмахĕсемпе патшалăх техника тĕрĕслев инспекцийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Е. Еландаев та тухса калаçрĕ, çут çанталăка упрамаллине палăртрĕ, министерствăн Хисеп хучĕсене П. Захарована, О. Суховетрюка тыттарчĕ. Уяв программине малалла “Заволжски” клуб çумĕнчи “Юность” халăх ташă ушкăнĕ, искусство шкулĕнче вĕренекен пултаруллă ачасем, Кĕçĕн Шетмĕри "Çăлкуç" ушкăн, Н. Григорьева, Л. Никитина, Г. Яковлев, Антонинапа Николай Никоноровсем тăсрĕç, хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтарчĕç, ăшă та хаваслă юрă-ташăпа пурин кăмăлне те çĕклерĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Красноармейский район Чувашской Республики
429620,Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д.35
Телефон: 8(83530) 2-12-15
http://krarm.cap.ru/