Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Крымзарайкинское сельское поселение Аликовского района

Публикации » Патшалăх çăмăллăхĕсемпе усă курма май пур

25.11.2016

2017 çултанпа Налук кодексне çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Пĕрлехи патшалăх порталĕпе усă куракансем патшалăх пошлинисене тÿленĕ чухне çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ. Ĕç тăвакан органсем çак çăмăллăхсемпе электронлă майпа ыйтупа тухакан граждансене тивĕçтереççĕ. Вĕсен 30 процент йÿнĕрех тÿлеме май пулĕ.

Тĕслĕхрен, ют çĕршыва каймалли паспорта тунă тата автотранспорта учета тăратнă чухне йÿнĕрех тÿлеме май пулĕ. Уйрăм çынсем кăна мар, харпăр хăй ĕçне пуçарса яракан предпринимательсемпе юридици сăпатлă çынсен тÿлевĕсен хакне те чакараççĕ.

Пĕрлехи патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче Раççейĕпе пурĕ 35 миллион Раççей çынни регистрацире тăрать. Кăçалхи октябрь уйăхĕнчен çак порталпа усă куракансен шучĕ 1,7 миллион ÿснĕ. Экспертсем палăртнă тăрăх, çак тапхăрта портала кĕрсе пăхакансен тата порталăн мобильлĕ приложенийĕпе усă куракансен йышĕ 27,3 миллиона çитнĕ.

Чăваш Республикинче Пĕрлехи патшалăх порталĕнче регистрациленнисем ноябрĕн 1-мĕш тĕлне 32,6 процент шутланаççĕ. Ку енĕпе Раççей Федерацийĕн мĕнпур субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики 20-мĕш вырăнта (85-рен), Атăлçи Федераллă округĕнче 5-мĕш вырăнта тăрать.

«Пĕрлехи патшалăх порталĕнче регистрациленнĕ граждансене патшалăх пулăшăвĕсемшĕн йÿнĕрех тÿлеме май пани кашни çыннăн вăхăтне тата укçи-тенкине перекетлеме пулăшать. Çавăн пекех çак порталпа усă куракансен йышне ÿстерме те, чиновниксемпе электронлă майпа çыхăнма та пулăшĕ», - палăртрĕ Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов.

 Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Крымзарайкинское сельское поселение Аликовского района
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58