Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Крымзарайкинское сельское поселение Аликовского района

Публикации » Усал шыççа çĕнтерме пулать

25.11.2016

Юлашки вăхăтра онкологи чирĕсем пирки тăтăшах калаçнине илтетпĕр, массăллă информаци хатĕрĕсенчен вĕсем аталанса пынине пĕлетпĕр.

Нумайăшĕ шыçă чирне пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Çавăнпа та хăрушă диагноз çинчен пĕлсен хăшĕ-пĕри тÿрех хурланма пуçлать, мĕн тумаллине те пĕлмест. Çавна май 2014 çулта Шупашкарта усал шыçăпа аптракансене валли психологи пулăшăвĕ паракан центр уçăлнă. Хальхи вăхăтра сывлăх сыхлавĕнче тĕрлĕ чирсене сыватас тĕлĕшпе пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Кăçалхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче Республикăри онкологин клиника диспансерĕн çĕнĕ хирурги корпусĕнче операцисем ирттерме тытăннă. Сăмах май, онкологи диспансерĕн хирурги корпусне 2012 çулта тума пуçланă. Строительство ĕçĕсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев интересленсех тăнă, унăн лапамĕнче час-часах пулнă. Вăл Патшалăх Канашне янă Çырура асăннă корпус 2016 çул вĕçлениччен хута яма палăртни пирки асăннăччĕ. Ума лартнă тĕллевсем пурнăçланни республикăра пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Сиплевçĕсем те, пациентсем те кăмăллă пулĕç.

Иртнĕ эрнере Мускавра Раççейри XX онкологи конгресĕ иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлав министерствин тĕп онкологĕ, медицина наукисен докторĕ Михаил Давыдов профессор корреспондента панă интервьюра Краснодар крайĕнче медицина çине нумай укçа-тенкĕ уйăрнине, кадр политикине лайăх йĕркеленине асăннă. Çавăн пекех Чăваш Республикинче те лару-тăру япăх маррине палăртнă. Вăл Шупашкарти çĕнĕ хирурги корпусĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çавăн пекех паллашсах тăрать. Кунта ядерлă медицинăна аталантарни усал шыçăллă пациентсене сиплемелли тулли циклăн тап-хăрĕ пулса тăрĕ. Республикăри онкологи службин малашлăхĕ чăннипех те пысăк.

В.НИКИФОРОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Крымзарайкинское сельское поселение Аликовского района
429245, Аликовский район, с. Крымзарайкино, ул. Школьная, д. 19
Телефон: 8(83535) 60-2-58