Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

Чăваш Ене йĕркеленĕренпе 90 ҫул ҫитнине халалланă Республика Кунне уявламалли тĕп мероприятисен программи

Чăваш Ене йĕркеленĕренпе 90 ҫул ҫитнине халалланă

Республика Кунне уявламалли тĕп мероприятисен программи

 

Мероприятисен ячĕ,

иртекен вырăнĕ

 Вăхăчĕ

Йĕркелекенсем

ҫĕртме уйăхĕн 1-29-мĕшĕ

 

Районсемпе хуласенчи «Акатуй» уявĕсем

районсем, Ҫĕмĕрле хули

 

муниципаллă районсен, хула округĕсен администрацийĕсем

 

ҫĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕ

 

Медицина ĕҫченĕсен кунне халалланă савăнăҫлă пуху

Шупашкар хули, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕ

 

11.00

Чăваш Ен Сывлăха сыхлас ĕҫ тата социаллă аталану министерстви

 

Чăваш Ене йĕркеленĕренпе 90 ҫул ҫитнине халалланă «Чăваш Ен – пирĕн пĕрлехи кил» – «ҫавра сĕтел»

Шупашкар хули, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн нумай ĕҫ-хĕллĕ залĕ

 

14.00

Чăваш Ен Культура министерстви

ҫĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕ

 

«Чи лайăх социаллă ĕҫчен» професси ăсталăхĕн республикăри XII конкурсĕ

Шупашкар хули

 

11.00

Чăваш Ен Сывлăха сыхлас ĕҫ тата социаллă аталану министерстви

 

Физкультурăпа спорт комплексĕн пĕрремĕш кирпĕчне хуни

Комсомольски районĕ, Комсомольски сали

 

11.00

Чăваш Ен Спорт министерстви

Физкультурăпа спорт комплексне уҫни

Шăмăршă районĕ, Шăмăршă сали

 

12.00

Чăваш Ен Спорт министерстви

 

Чăваш Ене йĕркеленĕренпе 90 ҫул ҫитнине халалланă «Чăваш Ен, истори тата хальхи вăхăт» – историпе документлă электрон выставки

Шупашкар хули, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ

13.00

 

 

 

 

 

 

 

Чăваш Енĕн Культура министерстви

«Тăван кил ытамĕнче» – уяв программи

Шупашкар хули, хула евĕр Лапсар поселокĕ

 

18.00

Шупашкар хула администрацийĕ

ҫĕртме уйăхĕн 18-19-мĕшĕ

 

«Раҫҫейри саккунсем кăларас ĕҫри кăлтăксем» Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика IV конференцийĕ

Шупашкар хули, Раҫҫейри коопераци университечĕн Шупашкарти кооператив институчĕ

 

12.00

Раҫҫейри коопераци университечĕн Шупашкарти коператив институчĕ, Чăваш Ен Вĕренÿ министерстви

 

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В. Федоровăн парнисене ҫĕнсе илессишĕн велоспорт енĕпе шоссе ҫинче ирттерекен критериум-ăмăртăвĕн Раҫҫей чемпионачĕ тата ăмăртăвĕ

Шупашкар хули, Хĕрлĕ лапам

 

17.30

Чăваш Ен Спорт министерстви

ҫĕртме уйăхĕн 18-20-мĕшĕ

 

Ҫăмăл атлетика енĕпе юниорсен хушшинче ирттерекен Раҫҫей ăмăртăвĕ

Шупашкар хули, «Олимпийский» стадион

 

15.30

Чăваш Ен Спорт министерстви

 

ҫĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕ – утă уйăхĕн 18-мĕшĕ

 

Чăваш Ене йĕркеленĕренпе 90 ҫул ҫитнине тата Чăваш Ен Художникĕсен союзне никĕсленĕренпе 75 ҫул ҫитнине халалланă юбилей выставки

Шупашкар хули, Чăваш патшалăх художество музейĕ

 

16.00

Чăваш Ен Культура министерстви

ҫĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕ

 

«Арта» регионсен хушшинчи мăкшă халăх пултарулăхĕн XIX фестивалĕ

Пăрачкав районĕ, Напольное сали

11.00

Чăваш Ен Культура министерстви, Пăрачкав район администрацийĕ, «Чăваш Республикинчи мăкшă культура центрĕ» общество организацийĕ

 

Шупашкарти байк-рокăн пĕрремĕш фестивалĕ

Шупашкар хули, юхан шыв порчĕ – Атăл леш енĕ

 

11.00

Шупашкар хула администрацийĕ

ҫĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕ

 

Физкультурăпа спорт комплексне уҫни

Сĕнтĕрвăрри районĕ, Сĕнтĕрвăрри хули

 

10.00

Чăваш Ен Спорт министерстви

«Росинка» ФСҪЦ РПУ территорийĕнчи стадион-площадкăна уҫни

Шупашкар хули

 

13.00

Чăваш Ен Спорт министерстви

Чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнисене Шупашкар хула пуҫлăхĕ савăнăҫлăн йышăнни

Шупашкар хули, «МегаГелакси» КРЦ

 

18.00

Шупашкар хула администрацийĕ

ҫĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ

 

Мухтав Монуменчĕ умне чечексем хуни

 Шупашкар хули, «Ҫĕнтерÿ» Асăну комплексĕ

 

10.00

Шупашкар хула администрацийĕ

Чукун ҫул вокзалне уҫни

Вăрмар районĕ, Вăрмар поселокĕ

 

 

12.00

Чăваш Ен Строительство министерстви, Вăрмар район администрацийĕ

 

«Агро-100» клуб» республикăри чи лайăх хуҫалăхсен презентацийĕ

Шупашкар хули, «МТВ-Центр» суту-илÿпе кану комплексĕ

 

13.30

 

Чăваш Ен Ял хуҫалăх министерстви

ҫĕртме уйăхĕн 22-25-мĕшĕ

 

Шупашкарти «Раҫҫей 2010-2020: кризис хыҫҫăнхи управлени, экономикăн тытăм улшăнăвĕсен аталанăвĕ» III экономика форумĕ

 (пленарлă лару ҫĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче 11 сехетре уҫăлать)

Шупашкар хули, «МТВ-Центр» суту-илÿпе кану комплексĕ

 

 

Чăваш Ен Экономика аталанăвĕн министерстви, Чăваш Республикин ĕҫ тăвакан власть органĕсем, муниципаллă районсен тата хула округĕсен администрацийĕсем

 

ҫĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕ

 

Патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕҫĕсемпе тивĕҫтерекен нумай ĕҫ-хĕллĕ центра уҫни

Шупашкар хули, Ленинград урамĕ

 

 

10.15

Чăваш Ен Экономика аталанăвĕн министерстви, Шупашкар хула администрацийĕ

Европа Союзĕн Раҫҫейпе хутшăнса ĕҫлемелли проекчен программипе ирттерекен «Раҫҫей Федерацийĕнче суд йышăнăвĕсене пурнăҫлассин тухăҫлăхне ÿстересси» Пĕтĕм тĕнчери семинар

Шупашкар хули, Правительство Ҫурчĕн Пĕчĕк залĕ

 

11.00

Чăваш Ен Юстици министерстви

Служба тивĕҫĕсене пурнăҫланă чухне пуҫĕсене хунă шалти ĕҫсен органĕсен ĕҫченĕсене асăнса лартнă палăка юсаса ҫĕнетнĕ хыҫҫăн савăнăҫлăн уҫни

Шупашкар хули, ШĔМ ҫуртне хирĕҫле вырнаҫнă сквер

 

11.30

Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерстви

Чăваш Республикин патшалăхăн коммерциллĕ усă куракан пурăнмалли ҫурт-йĕр фончĕн 178 хваттерлĕ пурăнмалли ҫуртне хута яни

Шупашкар хули, Трактор тăвакансен проспекчĕ

 

12.00

Чăваш Ен Стоительство министерстви

Чăваш Республикин патшалăх премийĕсене тата Раҫҫей Федерацийĕпе Чăваш Республикин патшалăх наградисене савăнăҫлă лару-тăрура пани

Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш ҫурт, Правительство Ҫурчĕ

 

13.00

Чăваш Республикин Президент Администрацийĕ

«Раҫҫей шанчăкĕсем» ачасемпе ҫамрăксен пултарулăхĕн республикăри уҫă I фестиваль-конкурсĕ

Шупашкар хули, Чăваш республикин культура училищи

 

13.30

Чăваш Ен Культура министерстви

«Раҫҫей ҫăл куҫĕсем» Пĕтĕм Раҫҫейри халăх пултарулăхĕн XVIII фестивальне хутшăнакан художество коллективĕсем савăнăҫлăн утни

Шупашкар хули, Наци библиотекинчен пуҫласа Хĕрлĕ лапама ҫитиччен

 

17.00

Чăваш Ен Культура министерстви

«Пирĕн йăх-тымар, пирĕн юрă – таса ҫăлкуҫсенче». «Раҫҫей ҫăл куҫĕсем» Пĕтĕм Раҫҫейри халăх пултарулăхĕн XVIII фестивальне савăнăҫлăн уҫни тата унта хутшăнакансен гала-концерчĕ

Шупашкар хули, Хĕрлĕ лапам

 

19.00

Чăваш Ен Культура министерстви

ҫĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕ

 

Чăваш Республикин Президенчĕн парнисене ҫĕнсе илессишĕн «Раҫҫей ăстисем» декораци-прикладной искусство ăстисен ĕҫĕсен пĕтĕм Раҫҫейри VIII конкурсĕ

Шупашкар хули, Чăваш наци музейĕн шалти картишĕ

 

11.00

Чăваш Ен Культура министерстви, Чăваш Ен Экономика аталанăвĕн министерстви

 

Фейерверксен Пĕтĕм тĕнчери III фестивалĕ

Шупашкар хули

 

23.00

Чăваш Ен Промышленноҫпа энергетика министерстви, Шупашкар хула администрацийĕ, «Шупашкарти В.И. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» ФПУП

 

ҫĕртме уйăхĕн 23-25-мĕшĕ

 

«Регионсем – пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕҫлесси» регионсем хушшинчи XVII выставка

(ҫĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче 15 сехетре уҫăлать)

Шупашкар хули, «Экспо-Контур» курав комплексĕ

 

 

Чăваш Ен Экономика аталанăвĕн министерстви

 

ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ

 

«Трактор завочĕсем» Концерна кĕрекен «Промтрактор-Вагон» акционерсен хупă обществин ҫĕнĕ вакунсем туса кăларакан производствине сăнавлă майпа хута яни

Канаш хули

 

15.00

Чăваш Ен Промышленноҫпа энергетика министерстви

Раҫҫей Шалти ĕҫсен министерствин сотрудникĕсен Пĕтĕм Раҫҫейри кĕвĕ пултарулăхĕн «Лирăпа хÿтлĕх» тата «Шурă каҫсен ыр кăмăллăхĕ» фестивалĕсен лауреачĕсен концерчĕ

Ҫĕмĕрле хули

 

18.30

Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерстви

ҫĕртме уйăхĕн 24-27-мĕшĕ

 

Велоспорт енĕпе шоссе ҫинче ушкăнпа тата уйрăмшарăн ăмăртас енĕпе ирттерекен Раҫҫей чемпионачĕ тата ăмăртăвĕ

Шупашкар хули, Етĕрне енчи шоссе, Хĕрлĕ лапам

 

10.00

Раҫҫей Спорт тата туризм министерстви, Чăваш Ен Спорт министерстви

ҫĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕ

 

Ял поселенийĕсен командисен республикăри спратакиади

Йĕпреҫ районĕ, Пучинке сали

 

 

10.00

Йĕпреҫ район администрацийĕ, Чăваш Ен Спорт министерстви

ҫĕртме уйăхĕн 25-27-мĕшĕ

 

Лаша спорчĕ енĕпе Чăваш Республикин ăмăртăвĕ

Шупашкар хули, «Ачасемпе ҫамрăксен лаша спорчĕн спорт шкулĕ» ачасене хушма пĕлÿ паракан республика патшалăх вĕренÿ учрежденийĕ

 

10.00

Чăваш Ен Спорт министерстви

ҫĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕ

 

Республикăри ҫамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» финалти XLII вăййисене савăнăҫлăн уҫни (ҫĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕ - утă уйăхĕн 1-мĕшĕ). Чăваш Республикин Ҫамрăксен патшалăх премийĕсене савăнăҫлă лару-тăрура пани

Муркаш районĕ, Муркаш ял поселенийĕ, Малиновка лесничестви

 

11.00

Чăваш Ен Вĕренÿ министерстви

 

Выртса штанга йăтассипе Шупашкар хулин уҫă чемпионачĕ

Шупашкар хули, Тĕп пляж

 

14.00

Шупашкар хула администрацийĕ

ҫĕртме уйăхĕн 27-30-мĕшĕ

 

Сусăр ҫынсем хушшинче ухăпа тĕл перес енĕпе ирттерекен Раҫҫей Кубокĕ

Шупашкар хули, «Спартак» ачасемпе ҫамрăксен спорт вăййисен спорт шкулĕ» муниципалитетăн ачасене хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕ

 

10.00

Раҫҫей Спорт тата туризм министерстви, Чăваш Ен Спорт министерстви

утă уйăхĕ

 

Физкультурăпа спорт комплексне уҫни

Ҫĕрпÿ районĕ, Ҫĕрпÿ хули

 

 

Чăваш Ен Спорт министерстви, Ҫĕрпÿ район администрацийĕ

 

Улатăрти комбикорм заводне уҫни

Улатăр хули

 

Улатăр хула администрацийĕ, Чăваш Ен Ял хуҫалăх министерстви, «Юрма» агрохолдинг

 

утă уйăхĕн 1-6-мĕшĕ

 

Раҫҫей промышленность отраслĕсенчи спорт клубĕсен физкультурăпа спортăн VIII фестивалĕ

Шупашкар хули, «Олимпийский» стадион

(утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче 16 сехетре савăнăҫлăн уҫăлать)

 

 

Чуваш Ен Спорт министерстви

 

ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ

Шупашкар хулинче Чăваш Республикин патшалăх уявне - Республика Кунне халалласа ирттерекен мероприятисем

 

Спортпа массăллă мероприятисем

Шупашкар хули, Хĕрлĕ лапам, Шупашкар заливĕн хĕрри, Тĕп пляж, Атăл леш енĕ, Атăл юхан шывĕн ҫыранĕ

 

кунĕпе

Шупашкар хула администрацийĕ

Шупашкар хулинчи хоккей вăййине юратакансен командисен ăмăртăвĕ

Шупашкар хули, «Спартак» ачасемпе ҫамрăксен спорт вăййисен спорт шкулĕ

 

кунĕпе

Шупашкар хула администрацийĕ

«Мĕн пур ĕмĕт пурнăҫланать» – шкултан вĕренсе тухнă ҫамрăксем шуҫăм кĕтсе илни

Шупашкар хули, юхан шыв порчĕ

 

03.30 06.00

Шупашкар хула администрацийĕ

Европа Союзĕн Раҫҫейпе хутшăнса ĕҫлемелли проекчен программипе ирттерекен «Раҫҫей Федерацийĕнче правосудипе усă курассине лайăхлатасси» Пĕтĕм тĕнчери семинар

Шупашкар хули, Правительство Ҫурчĕн Пĕчĕк залĕ

 

10.30

Чăваш Ен Юстици министерстви

Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствин гарнизонĕн ҫар ҫыннисем Шупашкарти Хĕрлĕ лапампа савăнăҫлăн утса иртни, ятарлă подразделенисем хăйсен ăсталăхне кăтартни

Шупашкар хули, Хĕрлĕ лапам

 

11.00

Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерстви

«Туслăх кăшăлĕ» - Чăваш Республикин наципе культура пĕрлĕхĕсен пултарулăх ушкăнĕсен IX фестивалĕ

Шупашкар хули, Шупашкар 500 ҫул тултарнă ятпа хисепленекен культурăпа кану паркĕ

 

12.00

Чăваш Ен Культура министерстви

«Пĕчĕк ҫеҫ путене» ачасен республикăри VI фольклор фестивалĕ

Шупашкар хули, Хĕрлĕ лапам

 

12.00

Чăваш Ен Культура министерстви

«Боди-арт искусстви» – ҫулленхи II фестиваль, «Ҫĕнĕ сăнлă Чăваш Ен» модельсен кăтартăвĕ

Шупашкар хули, «Халăхсемпе культурăсен пĕрлĕхĕ» скульптура ансамблĕ умĕнчи вырăн

 

12.00

Шупашкар хула администрацийĕ

«Санпа, ман Ҫĕршывăм» – концерт программи

Шупашкар хули, «Южный» Культура керменĕ

 

12.00

Шупашкар хула администрацийĕ

«Тарават Чăваш ҫĕршывĕ» «Раҫҫей ҫăл куҫĕсем» Пĕтĕм Раҫҫейри халăх пултарулăхĕн фестивальне хутшăнакансен концерчĕ

Шупашкар хули, «Лакрей вăрманĕ» культурăпа канăвăн тĕп паркĕ

 

12.00

Шупашкар хула администрацийĕ

«Тăван Чăваш Енĕн янăравлă юррисем!» – ача-пăча пултарулăх ушкăнĕсен уяв концерчĕ, Чăваш Ен ҫинчен ҫырнă кĕнекесен куравĕ, викторина, канупа вăйă программи, спорт ăмăртăвĕсем, асфальт ҫинчи ÿкерчĕксен конкурсĕ, «Вăйă картине пысăклатар» ачасен дискотеки

Шупашкар хули, А.Г. Николаев ячĕллĕ ача -пăча паркĕ

 

12.00

Шупашкар хула администрацийĕ

«Тайма пуҫăм сана, тăван Ҫĕрĕм» – концерт программи

Шупашкар хули, «Салют» КК» МКУ

 

12.00

Шупашкар хула администрацийĕ

 «Хаваслă роликсем» хула фестивалĕ

Шупашкар хули, Шупашкар заливĕн хĕрри

 

12.00

Шупашкар хула администрацийĕ

«Кĕрешÿ» наци кĕрешĕвĕ енĕпе ирттерекен ăмăрту

Шупашкар хули, Шупашкар 500 ҫул тултарнă ятпа хисепленекен культурăпа кану паркĕ

 

12.00

Шупашкар хула администрацийĕ

Шупашкар хулинчи пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ

Шупашкар хули, Атăл леш енĕ

 

12.00

Шупашкар хула администрацийĕ

«Раҫҫей ҫăл куҫĕсем» Пĕтĕм Раҫҫейри халăх пултарулăхĕн фестивальне хутшăнакан пултарулăх коллективĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ уяв программи

Шупашкар хули, МТВ-центр

 

12.00

Чăваш Ен Культура министерстви, Шупашкар хула администрацийĕ

«Раҫҫей ҫăл куҫĕсем» Пĕтĕм Раҫҫейри халăх пултарулăхĕн фестивальне хутшăнакан пултарулăх коллективĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ уяв программи

Шупашкар хули, «Шупашкар» суту-илÿ центрĕ

 

12.00

Чăваш Ен Культура министерстви, Шупашкар хула администрацийĕ

«Раҫҫей шанчăкĕсем» ачасемпе ҫамрăксен пултарулăхĕн республикăри уҫă I фестиваль-конкурсĕн гала-концерчĕ

Шупашкар хули, Хĕрлĕ лапам

 

14.00

Чăваш Ен Культура министерстви

Раҫҫей Шалти ĕҫсен министерствин сотрудникĕсен Пĕтĕм Раҫҫейри кĕвĕ пултарулăхĕн «Лирăпа хÿтлĕх» тата «Шурă каҫсен ыр кăмăллăхĕ» фестивалĕсен лауреачĕсен концерчĕ

Шупашкар хули, Хĕрлĕ лапам

 

15.00

Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерстви

«Ҫĕнтерÿ салючĕ». Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи Халăх пултарулăх фестивалĕн республикăри гала-концерчĕ

Шупашкар хули, Хĕрлĕ лапам

 

16.00

Чăваш Ен Культура министерстви

«Ман Чăваш Ен» – уяв программи

Шупашкар хули, «Победа» МК

 

18.00

Шупашкар хула администрацийĕ

Республикăра пурăнакансене Чăваш Республикин патшалăх уявĕ Республика кунĕ ячĕпе саламлани. «Раҫҫей ҫăл куҫĕсем» Пĕтĕм Раҫҫейри халăх пултарулăхĕн XVIII фестивальне хупни.

Шупашкар хули, Хĕрлĕ лапам

 

18.00

Чăваш Ен Культура министерстви, Шупашкар хула администрацийĕ

Республика Кунне халалланă уяв программи

Шупашкар хули, Чантăр поселокĕ

 

19.30

Шупашкар хула администрацийĕ

Фольк-дискотека. Воронеж облаҫĕн патшалăх филармонийĕн «Воронеж хĕрĕсем» юрă ансамблĕн тата «Атăл леш енĕ» клубăн (Красноармейски сали) «Раштав» юрă ансамблĕн концерчĕ

Шупашкар хули, Хĕрлĕ лапам

 

22.00

Чăваш Ен Культура министерстви

 

Патăрьел районĕнче Чăваш Республикин

патшалăх уявне - Республика Кунне халалласа

 ирттерекен мероприятисем

 

 

ҫĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕ

 

Пĕтĕмĕшле практика (ҫемье) врачĕн уйрăмне уҫни

Патăрьел сали

 

10.00

Патăрьел район администрацийĕ, Чăваш Ен Сывлăха сыхлас ĕҫ тата социаллă аталану министерстви

 

ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ

Чăваш Республикин патшалăх уявĕ - Республика Кунĕ

 

Шывпа тивĕҫтерекен тытăма, канализацин тасатакан сооруженийĕсене хута яни

Патăрьел сали

 

9.00

Патăрьел район администрацийĕ, Чăваш Ен Строительство министерстви

 

Патăрьел районĕнчи спортăн уҫă уявĕ. (Спортсменсен парачĕ, пулас олимпиецсен старчĕсем, велоспорт, пысăк эстафета)

Патăрьел сали, Хĕвеллĕ уҫланкă

 

9.00

Патăрьел район администрацийĕ

«Тĕлĕтермĕш-ярмăркка» Патăрьел районĕн ял поселенийĕсенчи ăстасен ĕҫĕсен  тата халăх ремеслисен выставки

Патăрьел сали, Хĕвеллĕ уҫланкă

 

10.00

Патăрьел район администрацийĕ

«Хаваслă вăйăсен кунĕ» районти ача-пăча уявĕ

Патăрьел сали, Тĕп лапам

 

10.00

Патăрьел район администрацийĕ

«Ылтăн алăсем» – декораци-прикладной пултарулăх япалисен ача-пăча выставки

Патăрьел сали, Комаров урамĕнчи ҫуран каҫмалли вырăн

 

10.00

Патăрьел район администрацийĕ

«Ĕмĕт тÿпенелле туртăнать» – хут ҫĕленсен фестивалĕ

Патăрьел сали, Комаров урамĕнчи ҫуран каҫмалли вырăн

 

10.00

Патăрьел район администрацийĕ

Вĕрентекене халалланă архитектурăпа декораци композицине уҫни

Патăрьел сали, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул

 

10.15

Патăрьел район администрацийĕ

Пурăнмалли ҫуртсене хута яни

Патăрьел сали

 

10.35

Патăрьел район администрацийĕ

Садион-площадкăна уҫни

Патăрьел сали

 

10.55

Чăваш Ен Спорт министерстви, Патăрьел район администрацийĕ

 

«Россельхозбанк» АУО Чăваш регион филиалĕн хушма офисĕн администраци ҫуртне хута яни

Патăрьел сали

 

11.15

Патăрьел район ад-министрацийĕ

«Паянхи агроинновацисем» АПК предприятийĕсенчи хальхи технологисен выставки

Патăрьел сали, Хĕвеллĕ уҫланкă

 

11.35

Патăрьел район администрацийĕ

Республика Куне халалланă уяв мероприятийĕсене савăнăҫлăн уҫни

Патăрьел сали, Хĕвеллĕ уҫланкă

12.00

Чăваш Ен Культура министерстви,

Патăрьел район администрацийĕ

 

«Савнă ҫĕршывăм» ачасен асфальт ҫинчи ÿкерчĕкĕсен конкурсĕ

Патăрьел сали, «Паттăр» ФСК умĕнчи вырăн

 

12.00

Патăрьел район администрацийĕ

 

«Атьăр пысăк вăйă карти йĕркелер» «Раҫҫей ҫăлкуҫĕсем» Пĕтĕм Раҫҫейри халăх пултарулăхĕн фестивальне хутшăнакансен концерчĕ

 Патăрьел сали, Хĕвеллĕ уҫланкă

 

12.30

Чăваш Ен Культура министерстви, Патăрьел район администрацийĕ

 

«Ман кил картинчи музыка» гитара калакансен фестивалĕ

Патăрьел сали, культурăпа кану паркĕ

 

15.00

Патăрьел район администрацийĕ

Уҫă вырăнти киносеанс. «Ман ҫĕршывăм Чăваш Ен». Чăваш Республики тата Патăрьел районĕ аталанса пынине халалланă документлă фильмсен ярăмĕсене кăтартни

Патăрьел сали, культурăпа кану паркĕ

 

17.00

Патăрьел район администрацийĕ

«Ылтăн сасăсем» уяв концерчĕ

Патăрьел сали, Тĕп лапам

 

19.30

Патăрьел район администрацийĕ

Чăваш патшалăх филармонийĕн пултарулăх коллективĕсем хутшăнакан «Авалхи сас» театрализациленĕ музыкăллă программа

Патăрьел сали, Тĕп лапам

 

20.30

Чăваш Ен Культура министерстви, Патăрьел район администрацийĕ

«Рефлекс» ушкăнăн уяв концерчĕ тата дискотека

 

21.30 – 01.00

Патăрьел район администрацийĕ

Уяв салючĕ

Патăрьел сали

 

23.00

Патăрьел район администрацийĕ

ҫĕртме уйăхĕн 24-25-мĕшĕ

 

 «Уй-хир кунĕ – 2010» республикăри кăтарту-выставка

Патăрьел районĕ, «Дуслык» ЯХПК

 

11.40

Чăваш Ен Ял хуҫалăх министерстви, Патăрьел район администрацийĕ

 

Ҫуллахи ял спорчĕн республикăри XV вăййисем

Патăрьел сали

 

 

12.00

Чуваш Ен Спорт министерстви, Чăваш Ен Ял хуҫалăх министерстви, Патăрьел район администрацийĕ

 

ҫĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕ

 

Раҫҫей Шалти ĕҫсен министерствин сотрудникĕсен Пĕтĕм Раҫҫейри кĕвĕ пултарулăхĕн «Лирăпа хÿтлĕх» тата «Шурă каҫсен ыр кăмăллăхĕ» фестивалĕсен лауреачĕсен концерчĕ

Патăрьел сали, тĕп стадион.

 

15.00

Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерстви

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика