Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Виталий Павлович Васильев

Виталий Павлович Васильев

 

            Хăйне тĕллĕн поэт, 1935 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче Сĕнтĕр районне кĕрекен Ахмане ялĕнче, хресчен кил-йышĕнче çуралса ÿснĕ. Москакассинчи 7 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи механизаци шкулне пĕтерсе, тракторист ĕçне алла илет. Хăйĕн тăван колхозĕнче (Ленинский путь) ĕçлеме пуçланă.

           Çĕршыв чĕннипе çамрăк – комсомолецсем çĕнĕ çеремсем уçма Казахстан, Алтай çĕрĕсем çине тухса кайнă.

           1954 çулта çара кайма вăхăт çитнĕ. Вăл Украинăра танксен чаçĕнче сержант званине тивĕçнĕ. Кунта пултарулăх кăтартнă çамрăка Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ парадсене хутшăнма облаçри центра янă. 3 çулхи службăран таврăнсан, Виталий Павлович каллех тăван колхозра тракторист пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтрах пушă вăхăтпа усă курса, чун ыйтнипе сăвăсем çырма пуçланă. Ун статйисене тăтăшах район хаçачĕсенче пичетленĕ.

          Пултаруллă çамрăка часах Вăрнар зооветеринари техникумне вĕренме яраççĕ. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухсан, 1962 çулта Сидукасси сысна ферминче заведующи пулса ертсе пырать. Ăçта кăна ĕçлеме тÿр килмерĕ пулĕ унăн: ферма заведующийĕ, бригадир, зоотехник. Вăлах вырăнти ял совет депутачĕ те, районти совет депутаĕ те пулнă.

          Обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă май нумай ырă ĕçсем тăвать: Андрей Петокки поэтăн ятне çĕклессишĕн, унăн ячĕпе ялта палăк уçассишĕн тата Ахманери чиркÿ  (Петрпа Павел апостолсем тата Хусан турă амăшĕ ячĕпе уçнăскер 1886 ç.) историне çĕклессишĕн Чăваш Совет Министерствине тата чиркÿ архиерийĕ Варнава патне нумай çул хывнă.

        Виталий Павлович Хисеп грамотисене тата ял-хуçалăх Хисеплĕ ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ.

       В. П. Васильев сăвăсем çырма юратнине таврари пур ялсенче те пĕлеççĕ, ăна пурте паллаççĕ. Сулленех Питрав кунĕ ячĕпе ирттерекен ярмăрккăсенче хăйĕн çĕнĕ сăввисене вуласа, уява пухăннă халăха савăнтарнă.  Виталий Павлович пурăннă пулсан хăйĕн сăввисене пухса, сумлă кĕнекех кăларма ĕмĕтленетчĕ те, анчах 2005 сулхи июлĕн 2 – мĕшĕнче сарăмсăр вилсе кайнă. Унăн ячĕ хамăр тăрăхри халăхсен асĕнче яланах  асра юлĕ.

Система управления контентом
429540, д. Москакасы, ул. Московская, д.54
Телефон: 8(83541) 66-4-00, 66-2-85
Факс: 8(83541) 66-4-00, 66-2-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика