Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Андрей Петтоки

Андрей Трофимович Петтоки (Петухов)

 

           Тăван поэзин садне çĕнĕрен çĕнĕ чечексем лартма ĕмĕтленнĕ, анчах юррисене вĕçлеймесĕр, паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ чăваш поэчĕсем  хушшинче Андрей Петтоки хăйне уйрăм паллă йĕр хăварнă.                    

            Андрей Петтоки литература ĕçне 20-мĕш çулсенчех тытăннă. Чăвашла та, вырăсла та нумай çырнă вăл. Андрей Петтоки пултарулăхĕнче ял тематики пысăк вырăн йышăнать. Вăтăрмĕш çулсем пуçламăшĕнче ял çыннисен шухăш-кăмăлне палăртакан, ял пурнăçĕ улшăнса, çĕнелсе пынине сăнлакан сăвăсем, очерксем, калавсем çырать. Акă вĕсен ячĕсем: «Ушкăн çулпа», «Тыр-пул маршĕ», «Ферма», «Сарă тулă» т. ыт.те.  

           Хăй пурăннă чухне хăйĕн сăввисемпе поэмисен икĕ кĕнекине кăларма ĕлкĕрнĕ: «Çирĕм иккĕ» (1932ç.), «Вунă çул» (1936ç.) «Çирĕм иккĕ» поэма 1931 çулта «Трактор» журналăн 1-мĕш номерĕнче пичетленсе тухнă. Ăна вулакансем хапăлласа кĕтсе илнĕ. Петокки ентешĕсем – Ахманери комсомолецсем, колхозниксем 1931 çулти «Сунталăн» вуннăмĕш номерĕнче çапла çырнă: «Çирĕм иккĕ» поэмăра граждан вăрçинче чăн-чăн пулма пултарнă ĕçсем çинчен, Хĕрлĕ çарăн ятсăр паттăрĕсем çинчен илемлĕн çырнă.  

           Литературăра самаях пысăк та хăюллă утăмсем тăвакан Андрей Петтокине 1932 çулта Шупашкара чĕнсе илеççĕ те малтан «Сунтал» журналăн редакторне лартаççĕ, унтан чăваш писателĕсен Союзĕн правлени председателĕ пулма суйлаççĕ.

           1937 çулта поэт тĕрлĕ сăлтавсене пула Куйбышев хулине куçса каять. Унта вăл краеведени музейĕнче наука сотрудникĕ пулса ĕçленĕ. Çав çулах             поэт К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла куçарса уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă, хыççăн А.Серафимовичăн «Хурçă юхăм» романăн уйрăм сыпăкĕсене чăвашла куçаранă.

           Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан 1941 çухи июлĕн 7-мĕшĕнче фронта тухса кайнă, стрелковăй дивизире взвод командирĕ пулса çапăçнă. 1942-мĕш çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Ăна Смоленск облаçĕнчи Селище ял çывăхĕнче пытарнă.

        Андрей Петтоки халăха юратса çырнă произведенийĕсем паянхи кун та пире малалла утма хавхалантараççĕ. Андрей Петтокине асăнса 1964 çулта О.И.Отачкинапа М.И.Петрова унăн суйласа илнĕ сăввисемпе поэмисене пухса «Сăвăсемпе поэмăсем» ятлă тепĕр кĕнеке кăларма пултарнă.

         2005 çулта вара  Андрей Петтоки çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан наука сотрудникĕ, Андрей Трофимовичпа пĕр ялта çуралса ÿснĕ Г.А.Дегтярев тăрăшнипе Петтоки çырнисен пуххи пичетленсе тухрĕ: «Андрей Петтоки (поэт кун-çулĕпе пултарулăхне  çĕнĕлле ăнланни)».

          Андрей Петтоки паянхи кунччен пурăннă пулсан, чăваш литературин историне сахал мар кĕнекесемпе пуянлатнă пулĕччĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунă пирĕн Андрей Петтоки, яланах пирĕнпе пĕрле: вăтăр çиччĕре чухне те, çĕр çула çитсен те…                                
Система управления контентом
429540, д. Москакасы, ул. Московская, д.54
Телефон: 8(83541) 66-4-00, 66-2-85
Факс: 8(83541) 66-4-00, 66-2-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика