Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2022.04.25 Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче тăван чěлхене халалланă «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» уяв

 

 

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче тăван чěлхене халалланă «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» уяв

Пирĕн республикăра чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе танах патшалăх чĕлхи шутланать. Пуян  та çепĕç чĕлхен халăха пĕрлештерекен вăйĕ ÿссех пырать.

Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче пĕтĕм чăваш халăхĕ чăваш чĕлхи Кунне уявлать. «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» - çакăн пек ят панă Кĕçĕн Таяпари ял  тăрăхĕнче ирттернĕ тăван чěлхене халалланă уява. Уяв тĕллевĕ: халăхатăван чĕлхе пуянлăхĕпе, унăн йăли-йĕркисемпе паллаштарасси, тăван чěлхене юратма, хисеплеме вĕрентесси, паллă ентешĕн Г.Л.Енейкинан  пултаруллăхĕпе паллашасси,  Çак пысăк уяв аслă педагог, 150 çул каялла чăваш букварне йĕркелесе яракан И.Я.Яковлев çинчен калаçупа пуçланчĕ. Пуçтарăннисем ялти вулавăшри «Аслă вĕрентекенĕмĕр» кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Культура Çуртĕн ĕçченĕсем «И.Я.Яковлев – чăваш Улăпě» литература композицийĕ хатĕрлерĕç. Унта вĕсем И.Яковлевăн «Кăлăх тавлашни» калавне выляса пачĕç, чăваш чĕлхин пуянлăхе çинчен сăвă-юрă шăрантарчĕç.

Уяв малалла Кĕçĕн Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ çыравçăн, Чăваш республикинчи писательсен союзĕн членĕн Г.Л.Енейкинан пултаруллăхепе паллашнипе тăсăлчĕ. Галина Леонидовнан сăввисене Ирина Ванюшина, Зоя Ефремова илемлĕн вуларĕç.

Уяв пурне те пысăк савăнăç, çĕкленÿллĕ туйăм парнелерĕ. «Эй, тăван чĕлхемĕр! Вăрман пек пуян, хир пек уçăмлă эсĕ! Сан иксĕлми хăватупа таса илемÿ çултан çул палăрса пытăр. Ирĕклĕ çĕр-шывра ирĕклĕн янăра! Тайма пуçăм сана!» - çак сăмахсемпе уява вĕçлерĕç тăван чĕлхене сума суса пуçтарăннисем. Тăван чĕлхе çынсене пĕрлĕх туйăме парсах тăтăр, наци культурин аталанăвне паха витĕм кÿтĕр.

 

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика