Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Регионсен шайĕнчи «Тăван чĕлхепе литературăн вăрттăнлăхĕсем» интернет конкурс - 28.02.19

2019 çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертсе пынипе «Тăван чĕлхепе литература вăрттăнлăхĕсем» интернет конкурс иртрĕ. «Ӑс-хакăл вăййине» хамăр республикăра чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем кăна мар, тулай чăваш шкулĕнче ĕçлекенсем те хутшăнчĕç.

Учительсем тăван чĕлхепе тата литературăпа çыхăннă 20 ыйтăва хуравларĕç. Ӑмăрту хĕрÿ иртрĕ: пурте тĕрĕс хуравланă ыйтусем пулмарĕç.  

Конкурса хутшăннине çирĕплетекен сертификатсене, çĕнтерÿçĕсен дипломĕсене пушăн 20-мĕшĕ хыççăн 204-мĕш пÿлĕме пырса илмелле.

Ҫĕнтерÿçĕсене чĕререн саламлатпăр, малалла та пирĕн конкурссене хастар хутшăнасса шанатпăр.

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика