alt=
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади - 15.11.18

Чăваш чĕлхине, литературине вĕреннин пĕлтерĕшне ÿстерес, ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас, шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе тĕпчев ĕçне явăçтарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ  тата çамрăксен политикин министерстви тата  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ    чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе «Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади» ирттереççĕ.

Олимпиада  2018  çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче 14.00 сехетрен пуçласа 15.00 сехетчен пырать. 

Олимпиадăна Чăваш Республикинчи тата республика тулашĕнчи вĕренÿ организацийĕсенче  5-7 классенче вĕренекенсем хутшăнаççĕ.

Олимпиада икĕ номинаципе иртет:

- чăваш шкулĕнче вĕренекенсем  (5, 6, 7 классем – кашни класпа уйрăммăн);

- вырăс шкулĕнче вĕренекенсем  (5, 6, 7 классем – кашни класпа уйрăммăн).

Олимпиадăна хутшăнмалли тата заявка памалли адрес: https://sites.google.com/view/chrio6/ .

Олимпиадăна интернетпа çыхăннă телефонпа та (смартфон тата ыт. те) хутшăнма юрать.

Асăрхаттару! Олимпиада пуçланиччен ачасене çак информацие тĕрĕс тата хăвăрт наборлама вĕрентĕр:

1)      e-mail (сертификат, дипломсене ярса пама кирлĕ);

2)      олимпиадăна хутшăнаканăн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ:

3)      район/ хула;

4)      вĕренÿ организацийĕ (шкул ячĕ кĕскен чăвашла);

5)      вĕренÿ организацийĕ (шкул ячĕ кĕскен вырăсла);

6)      олимпиадăна хатĕрлекен учителĕн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ туллин;

7)      учителĕн телефонĕ.

Çак информацие тултарнă хыççăн анчах ыйтусене хуравлама май пур. Олимпиадăна хутшăнма хатĕрленмелли тест (пробное тестирование).

 

Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:

428000 Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт,

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, наци вĕренĕвĕн центрĕ, 216-мĕш пÿлĕм.

Телефон  (8 8352) 584644.

E-mail: chrio6@cap.ru.

 

В целях выявления и развития у учащихся творческих способностей и интереса к изучению чувашского языка, литературы и культуры чувашского народа, создания необходимых условий для поддержки одаренных детей в области языкознания и культуры 15 ноября 2018 года проводится Всечувашская интернет-олимпиада для учащихся 5-7 классов по чувашскому языку, литературе и культуре чувашского народа (далее – Олимпиада)

Олимпиада проводится по двум номинациям:- для обучающихся школ с русским языком обучения (отдельно для 5, 6, 7 классов);- дляобучающиеся школ с чувашским языком обучения (отдельно для 5, 6, 7 классов).Время проведения Олимпиады для всех участников: 15 ноября 2018 года с 14.00 до 15.00 часов.

Доступ к заданиям участник получает в указанное время.

Участие в Олимпиаде добровольное, бесплатное.

Для участия в Олимпиаде необходимо:

1)            до 14 ноября 2018 года установить чувашский раскладку,

2)             15 ноября с 14.00 ч. регистрироваться и выполнить олимпиадные задания.

 

Оргкомитет.

Российский тренинговый центр   Психология образования в Чувашии 

 скрипт счетчика посещений

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
E-Mail: chrio@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика