Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2018.02.09 Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ

 

 

Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ

Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхĕн XIX  ĕмĕр вĕçĕнчи -  XX ĕмĕр пуçламĕшĕнчи çутлăхçи, çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркеленĕ, Библие чăвашла куçараканĕ.

2018-мĕш çулта Иван Яковлевпа çыхăннă паллă пулăмсем чылай. Чăваш академи театрĕ 100 çул тултарни те Иван Яковлевпа çыханнă. Чĕмпĕрти чăваш  шкулĕнче вĕренекенсем пуçарса янă çак ĕçе. Пĕрремĕш артистсен йышĕнче И.Я.Яковлев вĕренекенĕсем пулнă.

И.Я.Яковлевăн пурнăç çулĕ Кăнна Кушки ялĕнче пуçланнă. Чĕмпĕр губернийĕнче, Хусан университетĕнче вĕреннĕ. Чăваш шкулĕн инспекторĕнче, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн ертÿçинче ĕçленĕ.

Шкултан каяс умĕн вăл тăван халăх валли «Халал» çырса хăварнă.

Яковлев парса хăварнă халал пире пурнăçра тĕрĕс утăмсем тума, çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма хавхалантарать. Унăн «Халалĕнчи» çемье тăнăçлăхĕ, ĕçе юратмалли, тăван чĕлхене хисеплемелли, чăвашсем пĕр-пĕрне пулăшмалли пирки каланипе Кĕçĕн Таяпари 8-мĕш класра вĕренекенсем пĕтĕмпех килĕшеççĕ. 3 чĕлхепе паллашрĕç вĕсем çак Халалпа.

И.Яковлев –çыравçă, тăлмач, кăларавçă. Хăйĕн пурнăçĕ тăршшипе Яковлев И.Я. чăвашла 100 ытла кĕнекепе брошюра çутта кăларнă. Тĕн  литературисĕр пуçне вăл «Сказки и предания чуваш» пухăмне хатĕрлесе пичетленĕ, вырăс классикĕсен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.

Паллă чăваш ăсчахĕ 170 çул тултарнине халалласа Кĕçĕн Таяпари тĕп шкулта тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палартнă. Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче 8-9  -мĕш класра вĕренекенсем Иванова А.А. класс ертÿçипе пĕрле ял вулавĕшенчи куравпа паллашрĕç. Агеева С.В. тата Иванова А.А. Иван Яковлев çинчен вĕренекенсене презентаци  йĕркелеме сĕнчĕç. Çак презентацисене ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче курса хакласси çинчен пĕлтерчĕç. 

 

 

 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика