Глава Чувашской
РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.10.28 Из выступления на X Съезде, приуроченном 25-летию со дня образования межрегиональной общественной организации «Чувашский национальный конгресс»

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://glava.cap.ru/

  

Хисеплӗ хӑнасем, аякри çывӑх тӑвансем, Чӑваш наци конгресӗн 10-мӗш съездне хутшӑнакансем!

 

Cире пурне те тарават чӑваш çӗрӗ çинче пуçтарӑннӑ ятпа чӗререн саламлатӑп!               

 

Чĕрĕк ĕмĕр тăршшĕнче Чăваш наци конгресĕ çĕршыври чăвашсене пĕрлештерес тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшакан организаци пулса тăчĕ.          

Тăван халăхăн пуласлăхĕшĕн вăй-халне шеллемесĕр ĕçлекен конгресс хастарĕсем пысăк хисепе тивĕç.

 

Хисеплĕ юлташсем!

Чăваш республикинче 128 наци çыннисем тата 8 халăх ушкăнĕ пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ.

Пирĕн тĕп тĕллев – халăхсем хушшинчи килĕшĕве сыхласа упрасси.       

Эпир, влаç органĕсем, юлашки çулсенче чăваш чĕлхине, культурине тата йăла-йĕркине аталантарас тĕлĕшпе пархатарлă ĕçсем пурнăçлатпăр. Тулашри чӑвашсемпе çыхӑнӑва упрас тесе нумай ӗçлетпĕр.     

 

Чĕлхе – наци культурин никӗсӗ.

Ҫавăнпа та тăван культурăпа тăван чӗлхене упраса аталантарасси – халăхăн  тивӗçӗ.     

 

Пирӗн республикăра вырăс тата чăваш чӗлхи патшалăх чӗлхисем тесе Конституцире палăртнă.    

Вырăс чӗлхине вӗренме, унпа усă курма пӗтӗмӗшле майсем пур.           

Чăваш чӗлхине вӗренме те республикăра тӗрлӗ майсем пур. Шкулсенче ятарлă уроксем иттереççӗ, вӗренÿ пособийӗсем, хаçат-журналсем пичетленеççӗ,  телевидени, радиопа ятарлă передчăсем тухаççӗ, чăваш театрӗ аталанть. 

Сăмаха май, октябрӗн 25-мӗшӗнче Чăваш наци радиовӗ ятарлă уйрăм хумсем çинче эфира тухма конкурсра çӗнтерчӗ.

Юратнă радиона, тăван чӗлхе сассине малашне республикăн тӗп хулинче – Шупашкарта итлеме пулӗ.        

 

Анчах çакна та палăртмалла. Чăвашлăх чӗлхе çинче кăна тытăнса тăмасть.  Чи малтанах пирӗн чунпа чăваш пулмалла.

Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин çакна  калать:         

«Раççейре пурăнакан халăхсен чӗлхисем çав халăхсен культурипе тачă çыхăннă. Ҫак чӗлхесене вӗрентме Конституци шантарать. Анчах та вăл ирӗклӗ пулмала. Ҫынна ют чӗлхене хистесе вӗрентме юрамасть.                

Вырăс чӗлхи Раççейре нацисем хушшинчи калаçу чӗлхи шутланать. Ҫавăнпа та шкулсенче вырăс чӗлхине вӗрентес сехетсене тата вӗренÿ шайне чакарма юрамасть».     

Эпӗ наци лидерӗн Владимир Владимирович Путинăн позицийӗпе пӗтӗмӗшле килӗшетӗп. Сире пурсăра та Раççей ертÿçин çак сăмахӗсене тӗпе хума чӗнсе калатăп.   

Хисеплӗ юлташсем!

Ҫакна та асăнса хăварас килет.

Тăван халăхăмăра çутта кăлараканӗ Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне панă халалӗнче вырăс патшалăхӗ çине шанса пурăнма, ăна юратма чӗнсе каланă.  

 

Хисеплӗ юлташсем!

Нимӗнле чӗлхе уйрăмлăхӗ те пире Чăваш Енре килӗштерсе пурăнма тата пултаруллă ӗçлеме чăрмав кÿме пултараймасть.  

Пире пурне те çуралнă çӗре, Тăван çӗршывăмăра, Раççей Федерацине чунтан юратни пӗрлештереть.

 

Ҫак Аслă Пухура тăван халăхăн çутă малашлăхĕшĕн йышăнусемпе пуян пуласса шанса тăратăп.        

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Система управления контентом
428004, Чувашская Республика, г. Чебоксары, Президентский бульвар, д. 10
Телефон: (8352) 62-46-87
Факс: (8352) 62-17-99, тел. для проверки факса: (8352) 39-32-07
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика