Янтиковский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

19.04.2017 _ Вăрçă страницисем малалла уçăлаççĕ…

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://yantik.cap.ru/

Иртнĕ çул хаçатра Тăрмăш çынни Иван Поликарпович Поликарпов фронтра хăюллăн çапăçса Александр Невский орденне тивĕçни çинчен çырнăччĕĕ Халĕ вара ялти тепĕр вăрçă ветеранĕ икĕ награда илме тивĕçни çинчен пĕлтересшĕнĕ Анчах та хăй вăхăтĕнче вĕсене илеймен вăрçă паттăрĕĕ
Ку вăл - Михаил Назарович Назаровĕ Районта сумлă çын пулнă, 1954-1959 çулсенче çутĕç пайĕн ертÿçинче 12 çул Тăрмăш шкул директорĕнче ĕçленĕĕ Ĕçри çитĕнÿ-семшĕн ăна Хисеп Палли орденпа наградăланăĕ
Халь пирĕн умра вăрçă вăхăтĕнчи документсем, III степеньлĕ Мухтав орденĕпе “Паттăрлăхшăн” медале панă ĕнентерÿ хучĕсемĕ
ĕĕĕМихаил Назаров Тăрмăш ялĕнче 1925 çулхи чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче çуралнăĕ 1944 çулхи çу уйăхĕнче вăрçа илсе кайнăĕ 59-мĕш номерлĕ вĕренÿ полкĕнче хатĕрленнĕ хыççăн вăл 128-мĕш номерлĕ полкра стрелок пулса тăшмана хирĕç çапăçнăĕ 
Орден пама тăратнă хут çинче çакăн пек пĕлтернĕ, 1944 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче Вента юханшывĕ патĕнче .ЛитвараŸ чакса таракан тăшмансене хăваласа пынă вăхăтра МĕНазаров вăрман хĕрринче пĕр автомашина тата нимĕç салтакĕсене асăрхатьĔ совет салтакĕсен ушкăнне ертсе разведкăна каятьĕ Часах нимĕç разведчикĕ-семпе çапăçу пуçланатьĕ 12 нимĕç салтакне вĕлернĕ тата 4-шне тыткăна илнĕ вĕсемĕ Паттăрлăхшăн полк командирĕ Михаил Назарова орден илме тăратнăĕ Анчах чÿк уйăхĕнче çапăçура йывăр аманнă Михаил Назарович ордена илейменĕ Госпитальрен сывалса тухсан 1945 çулхи авăн уйăхĕнче урăх чаçе лекнĕĕ Унтан 1948 çулхи нарăс уйăхĕчченех тĕрлĕ çĕрте службăра тăнăĕ
Тепĕр награда пиркиĕ 1946 çулхи ака уйăхĕнче 538-мĕш батальон командирĕ Тăрмăш каччине “Паттăрлăхшăн” медаль пама тăратнăĕ “Фронтра пулнă вăхăтра Назаров красноармеец хĕрÿ çапăçусене хутшăнса паттăрлăх кăтартнăĔ йывăр аманнăĔ хальхи вăхăтра службăна йĕркеллĕ тытса пыратьĕ “Паттăрлăхшăн” медаль илме тивĕçлĕ”,- тесе çырать командирĕ Анчах ку награда та вăхăтра хăйĕн хуçине тупайманĕ
Михаил Назарович хăй пурăннă чух юн юхтарса илнĕ орденпа медальне çакса çÿ- реймерĕĕ Вăл 1983 çулхи раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлчĕĕ
2016 çулхи раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкар хулин çар комиссариатĕнче Михаил Назаровичăн кĕçĕн хĕрне Леонилана ашшĕн наградисене - орденпа медалĕн ĕнентерÿ хучĕсене пачĕçĕ Çапла вараĔ Аслă вăрçăн тепĕр страници уçăлчĕĕ Тăрмăшра тĕпчев ĕçĕ малалла пыратьĕ.

 

АУ «РЕДАКЦИЯ ЯНТИКОВСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ «ЯЛ ĚÇЧЕНĚ» («СЕЛЬСКИЙ ТРУЖЕНИК») МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИ

 

Система управления контентом
429290 с.Янтиково, пр.Ленина, д.13
Телефон: 8(83548) 2-12-15
Факс: 8(83548) 2-12-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика