Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.12.14 Чăваш Енре чаплă лару-тăрура Раççейри Экологи тата республикăри Амăшĕпе Ашшĕн Çулталăкне уçрĕç ("ГТРК Чувашия")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://culture.cap.ru

Раççейре кино, Чăваш Енре Ĕç çыннине халалланă çулталăксене пĕтĕмлетсе Шупашкарти Пăр керменĕнче уяв иртрĕ.

Екатерина Фомина, Мария Никифорова, Владимир Синдеев

Уяв пуçланиччен хăнасем куравпа паллашрĕç. Чăваш Енри кино аталанавĕ пирки документсемпе сăн ÿкерчĕксем, тĕрлĕ çулта ÿкернĕ фильмсем каласа кăтартрĕç. Кунтах кино ÿкермелли лапам ĕçлерĕ. Курма килекенсем паллă сăнарсен вырăнĕнче пулса курчĕç. Кăçал федераци пулăшнипе республикăри районсенче кино залĕсем уçăлнă. Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче, пурăнакансем çакна пахалама ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Çывăх вăхăтра Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар районĕсенче те туса пĕтермелле.

- Çулталăк тухăçлă пулчĕ. Уйрăмах кино ÿнерне ура çине тăратассипе тăрăшрăмăр. Ку енĕпе çитес çул та ĕçлĕпĕр, - пĕтĕмлетрĕ культура министрĕ Константин Яковлев.

Кăçал республикăра Ĕç çыннине халалланă ĕç-пуç та чылай иртнĕ. Хальхинче те уявра вĕсене чысларĕç. Çитес çул çĕршывра экологи, Чăваш Енре амăшĕпе ашшĕне халалланă çулталăк пулĕ.

„Зеленый город“ экологи пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Анастасия Ландышева палăртнă тăрăх, çут çанталăка сыхлас ыйтăва патшалăх шайĕнче хускатни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

2017-мĕш çулта экологи ыйтăвĕсене тимлĕх уйăрас, ашшĕ-амăшĕн сумне ÿстерес тесе сахал мар ĕç-пуç ирттерме палăртнă.
Источник: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=14465

 Архивы Чувашии Культурное наследие Чувашии

  Справочник руководителя учреждения культуры Чувашский государственный ордена Трудового Красного Знамени академический драматический театр имени К. В. Иванова Государственный русский драматический театр Чувашский государственный театр юного зрителя Чувашский государственный театр оперы и балета Экспериментальный театр драмы Чувашский государственный театр кукол

 Министерство культуры Российской Федерации  Архивы России Президентская библиотека им. Б.Н. Ельцина

 

 

 

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика