Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Поздравление министра образования и молодежной политики Чувашской Республики с Днем чувашского языка

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сумлă педагог И.Я. Яковлев çуралнă кун, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, пĕтĕм чăваш тĕнчи Чăваш чĕлхи кунне уявлать. Иван Яковлевичăн пĕтĕм пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тăван халăхпа çыхăннă. Чăваш патриархĕ пулас ăрусене тăван халăхшăн, чĕлхишĕн яваплăха туйса ĕçлеме халалласа хăварнă.

Тăван чĕлхе - ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕ, халăх тупри, наци никĕсĕ. Чăваш чĕлхи хăйĕн çепĕçлĕхĕпе, аваллăхĕпе палăрса тăрать, хăй евĕрлĕхĕпе сыхланса упранать, паянхи ача сачĕсенче, шкулсенче, вĕренÿ класĕсенче тивĕçлипе янăрать.

Тăван çĕр-шыв, халăх пуласлăхĕ чĕлхепе çыхăннă. Хаклă йăхташăмăрсем! Эпĕ сире Чăваш чĕлхи кунĕн ячĕпе саламлатăп. Чăваш чĕлхи пуянлăхне, унăн илемлĕхĕпе хăватлăхне туйма, ăна хисеплеме, юратма, хамăр несĕлсен ырă ĕçĕсемпе мухтанма, вĕсене малалла аталантарма, çамрăк ăрăва пур енлĕн аталантарас енĕпе ырми-канми ĕçлеме вăй-хăват сунатăп!

 

Министр                                                                                         В.Н. Иванов

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика