Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2015.10.08 Ял хыпарĕсем: вулакансем Игнатий Осипович Молодовăн ăсталăхĕпе паллашрĕç

10:21 08 октября 2015 г.

 

Пирĕн Елчĕк тăрăхĕ пысăк тавракурăмлă, пултаруллă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри вăл - чăваш халăх артисчĕ И.О.Молодов. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 110 çул çитет. Ялти вулавăшра Игнатий Молодова халалласа  «Анлă тавракурăмлă, хăватлă талант» ятлă курав йĕркеленĕ. Курава хутшăннисем ентешĕмĕрĕн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Ялти шкулта чăваш чĕлхипе вĕрентекен А.Иванова Игнатий Осиповичăн пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ.  Çавăн пекех вулакансем ентешĕн асаилĕвĕсем тăрăх хатĕрленĕ «О театре и о себе» ятлă  çĕнĕ кĕнекипе паллашрĕç.  Çак уява  Кĕçĕн Таяпари Культура çурчĕ çумĕнчи тĕрлĕрен кружока çÿрекенсем те тăрăшсах хатĕрленеççĕ: пĕрисем сăвă-хайлав çыраççĕ, теприсем «Артист пулма çăмăл мар» конкурса хатĕрленеççĕ.

Игнатий Осиповичăн анлă тавракурăмлă асталахĕ çамрăксене çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсем патне çирĕппĕн утма хавхалантарса пырать.

 

 

 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика