Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2015.11.19 Ардалион Игнатьев – спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ

 

 

Чăваш çĕрĕнче ÿссе çитĕннĕ спортри çутă çăлтăрсем сахал мар. Нумай-нумай çăмăл атлетсен, боксерсен, велосипедистсен, спорт мелĕпе хăвăрт утакансен, йĕлтерçĕсен, йывăр атлетсен ячĕсем Олимп летопиçне ылтăн саспаллисемпе çырăннă. Çапах та пирĕн ентеш Ардалион Игнатьев чăннипех мухтава тивĕç. Хăй вăхăтĕнче ăна 400 метра чупса çĕршывра никам та çитеймен. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн паллă ентеш кăкăрĕ çинче 46 ылтăн медаль ялкăшнă. Вăл икĕ хутчен Олимп вăййисене хутшăннă, 1956-мĕш çулта Мельбурнта бронза медаль çĕнсе илнĕ. Спортра пысăк çитĕнÿсем тунăшан пирĕн чаплă ентеше Совет Правительствин Ěçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Ардалион Игнатьев – спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ. Çак ята вăл чăвашсенчен чи малтан илме тивĕçлĕ пулнă.

Чÿк уйăхен 19-мĕшĕнче Кĕçĕн Таяпа ял  вулавăшĕнче «Олимп çулĕ такăр мар» калаçу сехечĕ ирттернĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ физкультура ĕçчене Михаил Скворцов вулакансене А.Игнатьевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, спортри çитĕнĕвĕсем çинчен туллин каласа панă. Вулавăш ертÿçи  А.Игнатьевăн «Пурнаçланнă ĕмĕт» кĕнеки тăрăх тишкерÿ ирттернĕ.

Юлашки çулсенче ача-пăча мĕн пĕчĕкренех спортпа туслашать. Спорт çирĕп сывлăхлă пулма çеç мар, вĕренÿре пысăк ÿсĕмсем тума та пулăшать. Кашни çамрăк çитĕннисем хушшинче хăйне кăмăла каякан героя шырать. Спортри геройсенчен пĕри вăл – Ардалион Игнатьев.

 

 
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика